Республикăра Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари хăш-пĕр объектсене çитсе вĕсен ĕçĕпе паллашнă

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче республикăра Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари хăш-пĕр объектсене çитсе вĕсен ĕçĕпе паллашнă. Чи малтан Пуçлăх «9-мĕш чукун бетон конструкцийĕсем» ТМЯО çитсе килнĕ. Çак предприяти Атăлçи тăрăхĕн строительство тытăмĕн чи паллă предприятийĕ шутланать. Вĕсем строительство хатĕрĕсене калăплассипе 50 çул ытла тăрăшаççĕ. Предприяти социаллă тытăмри учрежденийĕсен объекчĕсем валли чукун бетонсем калăплать. Пĕр сăмахпа каласан,  предприятире çителĕклĕ таран строительство валли тĕрлĕ хатĕр тухать. Пĕлтĕр, 2014 çулта предприяти икĕ инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕрлешӳре  çĕнĕ оборудованисемпе кăсăкланнă, хатĕр таварсене пăхса çаврăннă, кунта тăрăшакансемпе калаçнă, халăха ыйтусем çине хурав панă. Организацийĕн генеральнăй директорĕ Александр Цапулин кăçал тата та çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме палăртнине пĕлтернĕ. Калăпăр, Чехсен компанийĕ Шупашкар районĕнчи Апаш  салинче «КРОССО» фабрика ĕçлеттерсе яма хатĕрленнĕ. Инвестици калăпăшĕ 60 млн. тенкĕпе танлашать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ завод ĕçне пысăк хак панă, кунта ĕçлекенсем пысăк кăмăл-туйăмлă пулнине асăрханă. «Эпĕ аса илнĕ тăрăх, 2000-мĕш çулсенче ЖБК-9 йывăр тапхăра лекнĕччĕ. Паян вара предприяти çитĕнӳпе ĕçлет, çĕршыври кризиса пăхмасăрах вăйлă аталанать. Пĕтĕмĕшле çĕршывра туянакансен хисепĕ чакса пырать пулин те, предприятийĕн таварĕсене халăх лайăх ыйтать. РФ 21 регион куллен сирĕн таварсене хапăл тăвать, хаксем те вĕсен кăмăлне хăпартлантараççĕ. Хусанта, Самарăра, Чулхуламра футболпа тĕнче Чемпионатне ирттерме стадионсем хута яма  сирĕн тĕрлĕ  хатĕрсемпе усă кураççĕ», -  тесе уççăмăн каланă вăл.   Республика Пуçлăхĕ Гостелло урамĕнчи пурăнмалли çурт-йĕрсем таврашĕнчи çулсене пăхса çаврăннă. Кăçал Шупашкарта çурт таврашĕнчи çулсене тирпейлеме 136 объект, 118 парковка, ачасене вылямалли вырăнсене хута яма 86  объект палăртнă. «Тавралăха тирпей-илем кĕртме Шупашкарта 2011 çулта ĕçе пуçланă. Халлĕхе ĕç малалла пырать. 2018-мĕш çул валли ĕçсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерме палăртнă», - тенĕ Пуçлăх. Автомашина çулĕсемпе те кăсăкланнă. Марпосад çулĕ малтан тăватă йĕрпе пулнă. Иккĕшĕ пĕр еннелле, тепĕр иккĕшĕ тепĕр еннелле.  Çул хĕсĕк пулнине кура, тăтăшах автомашинăсем чарăнса сахал мар пуçтарăнса тăнă пулнă. Халĕ проектпа килĕшӳллĕн çула сарма тытăннă, çынсене валли çителĕклĕ условисем пулĕç. Михаил Игнатьев июнь уйăх вĕçнелле объекта хута яма каланă. «Пĕр çухрăм патнелле автомашина çулне сарма 171 млн. тенкĕ уйăрнă. Ĕçсене пурнăçламалли сахал мар. Пур-пĕрех пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтермелле», - тесе çирĕппĕн каласа хăварнă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех

 



20 мая 2015
16:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter