Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Кувшинка» микрорайона аталантарас ыйтупа ĕçлĕ калаçу ирттернĕ

 

 Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин администрацийĕнче «çавра сĕтел» мелĕпе «Кувшинка» микрорайона аталантарас ыйтупа  ĕçлĕ калаçу ирттернĕ. Канашлура хула ертӳлĕхĕ, право сыхлавĕн тытăмĕнче вăй хуракансем,  прокуратура, Чăваш Республикин Строительство министерствинчен тата çакăн пекех «Лидер» тулли мар яваплă пĕрлешӳ строительство организацийĕн ертӳлĕхĕ пухăннă. Каласа хăвармалла, 2011 çулта хула администраци аукционсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, çӳлерех палăртнă территорине аталантарма «Лидер» организаципе ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ пулнă.  Республика Пуçлăхĕ микрорайон саккунпа килĕшӳллĕн çĕкленсе пынине асăннă. «Лидер» ТМЯО  «Кувшинка» микрорайонта строительство ĕçне 19 гектар çĕр лаптăкĕ çинче пурнăçласа пырать. Кунтах, хăйсем тĕллĕн, саккуна пăхăнмасăр хăпартнă çурт-йĕрсем тупса палăртнă. Çулталăк хушшинче «Лидер» организаци нумай хутлă  пурăнмалли çурт-йĕр темиçе объект та харăсах хăпартса лартма ĕçе пуçланă. Паянхи кун тĕлне тата та строительство ĕçне малалла тăсма проект хучĕсене хатĕрлеççĕ. Ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, подрядчикăн кунта пурăнакансене çурт туянма укçа пулăшу памалла е хваттерпе тивĕçтермелле.  Пурĕ çӳлерех асăннă лаптăкра юрăхсăра тухнă 289 çурта шута илнĕ. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне вĕсенчен 90-шне лайăх çуртсене куçарма килĕшсе татăлнă, 78-шпе çĕнĕ хваттерсене куçма пая кĕрсе тӳлесе пыма ĕç хутне йĕркеленĕ, 12-шне укçан пулăшу куçарса пама килĕшнĕ. Канашлăва пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçма хатĕрленнĕ çынсем пуçтарăннă. Ĕçлĕ калаçăва «Лидер» организаци тăратнă ыйтусемпе килĕшнисем те килĕшменнисем те хутшăннă. «Кувшинка» микрорайонта пурăнакансемпе виçĕ тĕлте калаçу ирттернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсен ыйтăвĕсене тĕплĕн итленĕ. «Йывăрлăха - вырăнти халăх, хула администраци тата организаци кăларса тăратнă. Кун пек чухне кашнин ĕçе çирĕп саккунпа килĕшӳллĕн пурнăçламалла. Унсăрăн  ыйту вăраха тăсăлса кайма пултарать», - тенĕ  Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Халăх организаци строительство нормине пăхăнманнине, хула администраци ертӳлĕхĕ вĕсене канăçсĕрлетекен ыйтусем çине хурав паманнине те каланă. Вырăнти пуçлăхсем тата палăртнă организаци хăйсен сăмахĕнче уйрăм çынсем çуртсене хăй вăхăтĕнче ĕç хучĕсене çирĕплетмесĕр, хăйсен ирĕкĕпе объектсене хăпартса лартнине каланă.  Михаил Игнатьев кунта айăпĕ хула администрацийĕнче те пуррине асăннă, ыйтăва хăй вăхăтĕнче тĕплĕн тишкерсе татса паманнине каланă. «Темиçе хутчен те çырусем çырса аппаланиччен, чи малтан йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене вăхăтра тĕплĕн тишкермелле, хирĕçӳлĕхе сирсе ярассипе мерăсем йышăнмалла пулнă», - тенĕ вăл.  Пĕлтĕр çĕртме уйăхĕнче граждансем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусемпе çырусем çырнă пулнă. Çак ĕçе Михаил Игнатьев тепĕр хут тĕрĕслеме, саккунпа килĕшӳллĕн халăха хурав панипе паманнине пăхса тухма шантарнă. Вăл Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – строительство министрне Олег Маркова организаци строительство нормине пăхăннипе пăхăнманнине тĕрĕслеме, виçĕ кун хушшинче отчет тăратма хушнă. «Паян çак ыйтăва политика енне те куçарма пăхакансем пур. Халăха çĕттерсе ярассишĕн тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах хăйсен политика енчен витĕмлĕхне çӳлелле хăпартассишĕн хапсăнаççĕ. Пур ыйтăва та татса парăпăр теççĕ. Анчах та çынсен çакна лайăх пĕлсе тăмалла, ыйту саккунпа килĕшӳллĕн пурнăçланать. Хулара та пур çакăн пек пĕчĕк микрорайонсем, ăçта халăх ĕç хучĕсене туллин йĕркене кĕртмесĕрех, çĕнĕ çуртсем, коттеджсем çĕклесе лартнă. Çакăн пек тĕслĕхсем малалла йывăрлăх кăларса тăратĕç. Енчен те халăхăн администраци патне ыйтусем пур пулсан, çийĕнчех каласа памалла. Вăхăтра калаçса ĕç хучĕсене йĕркене кĕртсе пыни паха», - тесе пĕтĕмлетсе каланă хăй шухăшне Михаил Игнатьев. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, ыйтусене тĕрĕслесе пыма ĕç ушкăнне йĕркелеме палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пур ыйтăва та çирĕп тĕрĕслеве илме шантарнă. Кашни ыйтупа икĕ эрне хушшинче мĕнле ĕçленине хăйне каласа пама ĕç ушкăнĕн членĕсене хушнă.  Яланхиллех, Михаил Игнатьев пур ыйтусене те татса парас ĕçре айăккинче тăрса юлмасть. Халăха пулăшу кӳрес ĕçе хăй кӳлĕнет.  Тĕслĕхсем те сахал мар. Калăпăр, 2010 çулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 794 çын ултавçăсен аллине лекнĕ. Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен организацисенчен хăтарса, çынсене хăтлă çуртсемпе тивĕçтернĕ. Тĕплĕнрех



20 мая 2015
11:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter