Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Раççей Федерацийĕн Правительствин  Председателĕн Обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă. Чи малтан ыйтупа Пуçлăх патне ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăха юлнă хĕр Виолетта Воробьева килсе çитнĕ. Хĕр ача  Шупашкарта пурăнать, анчах та яланлăхах пурăнни çинчен çирĕплетекен ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче шутланса тăрать. 2010-мĕш çулта хĕрупраç хваттер илме черете тăнă пулнă, халĕ ăна çак ыйту мĕнле тапхăрта тăни кăсăклантарнă, кăçал хваттер илме май пуррипе çуккине ыйтса пĕлнĕ. «Юлашки виçĕ çул хушшинче тăлăх ачасене çуртсем илме пурĕ 1 млрд тенкĕ ытла тăкакланнă, 300 тăлăха хваттерсемпе тивĕçтернĕ те. 2015 çулта республика хыснине ку тĕллевпе ыйтăва татса пама 115 млн. тенкĕ пăхса хăварнă, çав шутран Патăрьел районĕнче пурăнакан тăлăх ачасен шăпине татса пама  3 млн.тенкĕ патнелле уйăрма палăртнă. Эсир черетре иккĕмĕш тăратăр, кăçал хăтлă хваттер илме шанăç пур», - тесе ăнлантарса панă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ыйтăва Пуçлăх çирĕп тĕрĕслеве илме шантарнă. Канаш хулинчен килнĕ предпринимателе Денис Платонова Чукун çул урамĕнчи автомашина çулĕсем юрăхсăра тухни пăшăрхантарнă,  кун пирки тĕплĕн республика Пуçлăхне каласа кăтартнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулин Депутатсен пухăвĕнче кун пирки сăмах пуçарнине аса илнĕ. 2015 çулта Чăваш Республикин Çул-йĕр фондĕнчен ку тĕллевпе 29 млн. патнелле укçа куçарасси пирки пĕлтернĕ. Кăçал чӳк уйăхĕччен çула реконструкцилесе пĕтермелле. Ĕçе пурнăçлама «Воддорстрой» ТМЯО муниципаллă контракта алă пусса çирĕплетнĕ. Республика Пуçлăхĕ сăмаха май, пĕлтĕр Канаш хулинче ĕçлĕ визитпа пулни çинчен аса илнĕ. «Канашра вуншар çул ытла та пулĕ, пурăнмалли çуртсен таврашĕнчи çулсене пачах та йĕркене кĕртмен. Пур çĕрте те тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тăрăшса ĕçлемелле, ытларах вырăнта пурăнакан халăха ĕçе явăçтарма тăрăшмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пулăхĕ.  Çул-йĕр ыйтăвне Шупашкар районĕнчен килнĕ Марина Малышева та хускатнă. Нумай çĕрте Шупашкар районĕнче çулсене тирпей илем кĕртнĕ, анчах та уйрăм урамсенче юсаса пĕтермен çулсем пуррине асăннă вăл. Вăрнар районĕнчен килнĕ предпринимателе Владимир Гурьянова Кольцовка шкулĕнчи спортзал юрăхсăра тухни пăшăрхантарать. Ыйтăва итленĕ май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕрхи çул пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсенчи 40 спортзала тĕпрен юсанине каланă. Кăçалхи çул республика бюджетĕнчен планпа килĕшӳллĕн тата та ĕçе малалла тăсма тĕллев лартнă.  Çак асăннă шкула 1 млн. тенкĕ ытларах укçан пулăшу пама йышăннă. Михаил Игнатьев калаçнă чухне Кольцовка ялĕн историне те аса илнĕ. 1945-1950 çулсенче çак ял  Социализмла Ĕç Геройĕ ятне илме тивĕçнĕ,  ялта пурăнакансем ăста, çăкăр туса илессипе малта тăнине асăннă,  паянхи кун пурăнакансене малтанхи çулсенче ĕçленĕ хастарсем пек тăрăшма сĕннĕ. Тĕплĕнрех



21 мая 2015
16:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter