Волейболпа иртнĕ республикăри турнира Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта «Спартак» ДЮСШра волейболпа иртнĕ республикăри турнира Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Спорт ăмăртăвне уçнă май, республика Пуçлăхĕ çакăн йышши мероприятисене пурне те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе  70 çул çитнине халалласа ирттернине асăннă. «Паянхи спорт мероприятине пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ хастар салтаксене халалланă. Пирĕн яланах спортпа туслă, ĕçре формăра тытса тăмалла. Чăваш Енри ĕç коллективĕсенчи çынсене спортпа çывăх пулнине кăтартса, пурне те савăк кăмăллă парнелемелле», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ăмăртусем çивĕч тупăшура иртнĕ. Пур ушкăна та хыçа хăварса  машинăсем тăвакан комплексăн команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Яланхиллех пĕр тĕл пулнă чухне, Чăваш Ен Пуçлăхĕ предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсемпе йывăр экономика лару-тăру вăхăтĕнче ĕçпе çыхăннă ыйтусем çинчен калаçнă. Пухăннисем пĕр шухăшлă пулса, пурте республика Правительстви предприятисене яланах вăхăтра пулăшнăшăн, вĕсен ĕçĕпе кăсăкланса тăнăшăн чĕререн тав тунă. Тĕплĕнрех



21 мая 2015
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter