Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускаври паллă «Вечерняя Москва» хаçат редакцийĕнче пулнă

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян  ĕçлĕ визитпа Мускавра. Унта вăл хулари чи паллă «Вечерняя Москва» хаçат редакцийĕн ĕçĕпе паллашнă. Хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Куприянов Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева хăйсен редакци çинчен каласа кăтартнă. Мускав хулинчи тĕп хаçатăн тиражĕ 1 млн.310 пин танлашать. Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков хăйĕн сăмахĕнче «Вечерняя Москва» хаçатра тĕрлĕ темăсемпе материалсем тăтăшах пичетленнине асăннă. Михаил Игнатьев вĕсен медиацентрĕпе тата студи ĕçĕпе кăсăкланнă. «Вечерняя Москва» хаçат корреспонденчĕпе калаçнă май,  Михаил Игнатьев ăна чăваш халăх историйĕпе паллаштарнă. Чăвашсем мĕн авалтан упраса хăварнă йăла-йĕркине, чĕлхине, хăйне евĕр культурине яланах ăша хывса пурăннине каланă. Регионта предприятисем эффективлă ĕçлесе пынине, таварсем те пахалăх енчен ыттисемпе танах çӳллĕ шайра пулнине асăннă. «Чăваш Ен халăхĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Мĕн пур халăхран 40 проценчĕ куллен спорта çӳрет.  Республикăна курма килекенсем валли те çителĕклĕ условисем пур: ял пурнăçĕ, экологи енчен таса сывлăш, тĕрлĕ пулăмсем. Пирĕн тăрăха килме кăмăл тăвакансем валли юханшыв туризмĕ те аван ĕçлет. Пĕр сăмахпа каласан, çынсене канма  условисем пур. Ял хуçалăх таварне тирпейлесе кăларас текенсемшĕн те çав тери меллĕ. Хамăр региона эпир ял хуçалăх таварĕсемпе туллин тивĕçтеретпĕр, ытлашши юлсан, Мускава е тата ытти регионсене ăсататпăр», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев хаçат корреспондентне. Аса илтеретпĕр, 2012 çулта кăрлач уйăхĕнче Мускав Правительствипе Чăваш Республики пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ, çак палăртнă  пулăм шăпах та çакна май килĕшсе иртнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Вечерняя Москва» хаçатăн тĕп  редакторĕ  Александр Куприянов пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелли çинчен калаçса килĕшнĕ, регионти культурăна, производствăпа ытти тытăма малашне те аталантарса пыма витĕм кӳресси пирки канашланă. Тĕплĕнрех

 

.



22 мая 2015
17:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter