Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ» аслă професси пĕлĕвĕ паракан федераци патшалăх вĕренӳ учрежденийĕн студенчĕсемпе тĕл пулнă

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ» аслă професси пĕлĕвĕ паракан федераци патшалăх вĕренӳ учрежденийĕн студенчĕсемпе тĕл пулнă. Калаçăва Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ЧПУ ректорĕ Андрей Александров хутшăннă. Чи малтанах студентсемпе тĕл пулса калаçиччен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен хатĕрлесе тăратнă университетри курава пăхса çаврăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев музейри экспонатсене тирпейлĕ тытса тăнăшăн вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, шырав ушкăнĕн ятарлă отрядне тав сăмахĕсем каланă. Çакăн йышши пархатарлă ĕç çитĕнекен ăрушăн питĕ усăллă. Хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ студентсене университет пурнăçне юратнăшăн ырланă.  Кун пек чухне вĕренекенсен тавра-курăмĕ ӳссе пуянланса пынине палăртнă. Сăмах май, Чăваш патшалăх университечĕ республикăри чи сумлă тата пысăк пĕлтерĕшлĕ вĕренӳ учрежденийĕ пулнине асăннă. «Кашни патшалăхăн, регионăн тĕп шăнăрĕ - пĕлӳ. Вăл çемьене, обществăна аталанса пыма пулăшать», - тесе каланă хăй шухăшне Пуçлăх. Аслă экономика шкулĕ хатĕрленĕ рейтинг пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Республики инноваци аталанăвĕн кăтартăвĕпе чи лайăх вунă регион шутне кĕнине асăннă. Студентсем хăйсен кулленхи пурнăçĕ çинчен республика Пуçлăхне тĕплĕн каласа кăтартнă, çитĕнӳсемпе, ăнăçусемпе паллаштарнă. Михаил Игнатьев студентсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Михаил Игнатьев хастар, пултаруллă вĕренекенсене, пурнăç таппинчен юлман студентсене, вĕренӳре палăрнисене асăнмалăх ятран алла çыхмалли сехет парса чысланă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче: Екатерина Васильева медицина факультечĕн 4-мĕш курс студентки, Екатерина Петрова  радиоэлектроника тата автоматика факультечĕн Студсовечĕн председателĕ, Екатерина Петрова историпе географи факультечĕн Студсовечĕн председателĕ, Евгений Алексеев халăхсем хушшинчи туслăха, йăла-йĕркепе культурăна аталантарса пыма мероприятисем йĕркелесе ирттерме пулăшакан студент тата Наташа Ершова вырăс тата чăваш филологи факультетĕнче журналистика уйрăмĕнче 3-мĕш курсра вĕренекен. Тĕплĕнрех  



22 мая 2015
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter