Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федераци искусствин тава тивĕçлĕ деятелĕпе Дмитрий Астраханпа тĕл пулнă

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федераци искусствин тава тивĕçлĕ деятелĕпе, театрпа кино режиссерĕпе Дмитрий Астраханпа тата Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивалĕн пултарулăх ертӳçипе  Сергей Лаврентьевпа тĕл пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кинофестиваль чаплă кинопа уçăлнине асăннă. «Старики» кинона йĕркелесе хатĕрлекенĕ паллă режиссер Владимир Вобликов. Халăх кăмăллани тӳрех сисĕннĕ, зала çынсем тулли пуçтарăннă. Дмитрий Астрахан хăйĕн сăмахĕнче Шупашкарти вырăс драма театрĕнче хăйĕн спектакльне лартасси пирки шухăша каласа кăтартнă. Республикăра çамрăксем ырă пулнине, регион çав тери унăн кăмăлне тултарнине асăннă. «Сирĕн çынсем тарават, çамрăксем пуçаруллă. Ачасем çине пăхма кăмăллă, вĕсене пĕтĕмпех кăсăклантарать. Хуйхăрса ларакан çынсем çук. Ку шăпах та, республика Правительстви лайăх ĕçленине çирĕплетсе парать. Çитĕнекен ăрăва валли мĕн кирли пĕтĕмпех çителĕклĕ. Çамрăксене воспитани парассине тĕпе хурса   ĕçлени Чăваш Енре куçкĕретех», - тесе хăй шухăшне палăртнă сумлă хăна. Михаил Игнатьев Дмитрий Астрахана ырă сăмахсемшĕн тав тунă. «Йăла-йĕркесене упраса хăварасси, ăна ламран-лама куçарса çитĕнекен ăрăва парнелесси тĕп тĕллев пирĕн. Хăй вăхăтĕнче тĕнчере темĕнле кĕтменлĕхсем те сиксе тухнă пулин те, чăваш халăхĕ мĕн авалхи йăла-йĕркене упраса хăварнă, кăмăллăх туйăмне, таса чунпа пурăнассине яланах ăша хывса пурăннă», - тесе сăмаха малалла тăсса республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



22 мая 2015
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter