Сывă пул, юратнă шкулăм!

Чуна хумхантарать шкул вальсĕ,

Иртеççĕ ырǎ вǎхǎтсем…

            Тĕмерти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта çу уйăхĕн 23-мĕш кунĕнче 11 класран вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янǎрарĕ. Шкул пĕтерекен яшсемпе хĕрсем ачалăх кунĕсемпе, шкул пурнăçĕпе сыв пулашрĕç. Кĕçех алла аттестат илсе çĕнĕ çул çине тухĕç. Çамрăксен ĕçĕсем нумай: умра пĕрлĕхлĕ патшалǎх экзаменĕсем, суйланă профессие алла илесси, çĕр-шывшăн усăллă çын пуласси. Ачасен куçĕсенче савăнăç, ăнăçу ялтравĕ çиçет, çав вăхăтрах тунсăх, салхулăх, куляну сĕмĕ те палăрать. Шăнкăравăн янăравлă та хумхануллă сасси иртнĕ çулсене аса илтерсе çĕнĕ ÿсĕмсем патне ăнтăлмалли чĕнÿ пулса тǎчĕ. Саламлакансем шкул пĕтерекенсене   малашнехи пурнǎçра экзаменсенче ǎнǎçусем сунчĕç.

«Сыв пул, савнă шкул,

Сыв пул савнă класс,

Кĕçех эпир санран уйрăлатпăр,-

Аслă шкулсем пире чыслăн кĕтеççĕ,

                   Вĕренме хистеççĕ ĕмĕтсем», - тесе вĕçлерĕç уява шкул вĕренсе пĕтерекенсем.



23 мая 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter