Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 5-мĕш Гимназирен вĕренсе тухакан 11-мĕш класс ачисене вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ ятпа саламланă

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 5-мĕш Гимназирен вĕренсе тухакан 11-мĕш класс ачисене вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ ятпа саламланă. Уяв мероприятине Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Вĕренекенсене юлашки шăнкăрав вĕсен малашнехи пурнăç çулĕ çине тăма аса илтернине каланă. Экзаменсене тытнă вăхăтра ытлашши хумханма юраманнине палăртнă.  «Эсир ачасем пуçаруллă,  сирĕн тĕллевсем те пысăк. Йывăрлăхсене çĕнтерессишĕн, хăвăрăн ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме тăрăшатăр. Вĕрентсе кăларнă учительсене нихăçан та ан манăр. Вĕсем сире ăс панă, малалла та хăвăрăн тавра-курăма пуянлатассишĕн вăя хурса вĕренĕр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Талантлӑ яшсемпе хӗрсене хавхалантарас тӗллевпе кашни ҫулах Ҫам­­рӑксен патшалӑх премийӗсене параççĕ, пултарулӑхӗпе уйрӑмах па­лӑрса тӑ­ракан ҫамрӑк­семпе студентсем вара Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятар­лӑ сти­пендийӗсене илсе тӑраҫҫӗ, ҫамрӑксен инновациллӗ тата ва­ри­ативлӑ программисем валли грантсем уйӑраççĕ.«Пуласлӑх хастар чунлӑ ҫам­рӑк­сен­че, ӗҫрен пӑрӑнман, пурнӑҫра паха опыта ӑша хывса пыракан, аслисене су­ма сӑвакан, таврари ҫынсене хисеплекен, тӑван ҫӗре пӗтӗм чунтан юратакан яш-кӗ­рӗмре. Чӑваш Республикинче ҫамрӑксене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса пама пулӑшакан патшалӑх политики ҫирӗп тӗллевлӗн пурнӑҫланса пырать. Пӗлӳ учрежденийӗсенчен вӗренсе тухакансене ӗҫе вырнаҫтарасси ҫине уй­рӑмах тимлӗн пӑхатпӑр», - тенĕ Пуçлăх. «Хăвăрăн вăя яланах шанмалла. Тăрăшса вĕренмелле. Эпĕ яланах çамрăксене шанатăп! Лайăх çул пултăр, юлташсем!», - тесе ырă сунса пехилленĕ шкултан вĕренсе тухакансене Михаил Игнатьев.  Çу уйăхĕн 22-23-мĕш кунĕсенче республикăри пур шкулта та савăнăçлă линейкăсем иртнĕ. Кăçал  республикăра пурĕ 6 пин те 500 ача 11-мĕш классран вĕренсе тухнă. Тĕплĕнрех



23 мая 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter