«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн малтанхи сасăлавне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕ хулари депутатсен Пухăвне авăн уйăхĕнче иртекен суйлавне  кандидатсене тăратасси пирки малтанхи сасăлав иртнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн участокĕнче П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнче малтанхи сасăлава хутшăннă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Енре пуçласа çакнашкал мероприяти иртнине каланă, вăл çакăн пекех çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Ен Пуçлăхне суйласси пирки старт илме йышăну тăвассине пĕлтернĕ. «Эпĕ шансах тăратăп, 2015 çулта авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче суйлав мĕн пур саккунсемпе килĕшӳллĕн йĕркеллĕ пулĕ. Манăн, республика Пуçлăхĕ пулнă май, суйлава ирттерме майсем йĕркелесе парасси таса тивĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ мероприятине пухăннă халăхпа тĕл пулса калаçнă. Суйлава нумайăшĕ хăйсен çемьипе килнине асăрханă. «Палăртма кăмăллă, çынсем паян экономикăпа кăна мар, политикăпа кăсăкланни  савăнтарать», - тенĕ Михаил Игнатьев.Тĕплĕнрех



25 мая 2015
09:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter