Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Молдови Республикин Парламенчĕн депутачĕсемпе Игорь Додонпа тата Андрей Негуцпа тĕл пулнă

 Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Молдови Республикин Парламенчĕн депутачĕсемпе Игорь Додонпа тата Андрей Негуцпа тĕл пулнă. Хăнасем Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ. Калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов  тата Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă. Пухăннисем пĕр-пĕрин хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва анлăрах сарасси пирки калаçнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессипе ĕçлеме хатĕр пулнине пĕлтернĕ. «Чăваш Ен халăхĕпе Молдови халăхĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе яланах тачă çыхăнура тăнă. Ял хуçалăха аталантарассипе те ĕç-пуç аван йĕркеленсе пырать. Пирĕн тăрăхри предприятисем Молдовине ӳсен-тăрана имçамламалли хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ. Калăпăр, тракторсем кăларакан заводра калăпланса тухакан хатĕрсене те сирĕн тăрăха вырнаçтарма меллĕ. Социаллă тата экономикăпа çыхăннă ыйтусене татса парассипе те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме пултаратпăр», - тесе уçăмлатнă хăй шухăшне Михаил Игнатьев. Молдовирен килнĕ пысăк хăнасем Чăваш Ен  калаçăва хутшăнма яланах тарават пулнине ырланă. «Молдовин Раççейпе уйрăм хăйне евĕр  истори. Эпир шансах тăратпăр, малашлăхра пирĕн  пĕрлехи пуласлăх», - тесе каланă Игорь Додон.   



25 мая 2015
16:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter