Вика Цыганова: «Чăваш Енре ырă кăмăллă, тараватлă ăшпиллĕ уçă чĕреллĕ çынсем пурăнаççĕ»

 Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен тĕп хулинче Шупашкарта «Ку манăн Тăван çĕршыв» ятлă концерт иртнĕ, ăна Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистки Вика Цыганова йĕркелесе ертсе пынă. Вăл Чăваш Енри халăха Славянсен çырулăхĕпе культурин кунне халалласа хăйĕн юррисене парнеленĕ. Мероприятине «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика парти йĕркелеме пулăшнă. Паллă эстрада юрăçи сахал мар çĕнĕ йышши юрăсемпе куракансене савăнтарнă, юрăри сăмахсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине палăртнисем пухăннă хăнасен кăмăлне çĕкленĕ. Юрăсен авторĕ, Вадим Цыганов хăйĕн сăмахĕнче çĕршыври мĕн пур халăха  мăнаçлă чĕлхе, ĕненӳпе йăх несĕлсен тымарĕ пĕрлештерсе тăнине асăннă. Юрăçăн мăшăрĕ çакăн пекех Раççейпе Крыма пĕрлештерни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Сумлă хăна Чăваш Ен малта пыракан регионсенчен пĕри пулнине, кунта пĕтĕмпех çынсене кирлĕ пек пур условисем пуррине палăртнă. «Чăваш Ен Правительстви тĕрĕс çул-йĕр суйласа илнĕ.  Малашне тата та лайăхрах пулассине  те эпир пĕрре те иккĕленместпĕр. Пĕтĕмпех эсир тĕрĕс ĕç тăватпăр. Тепĕр икĕ çултан пирĕн çĕршыв тата та вăйланса, çирĕпленсе, культура енчен пуянланса кайĕ», - тенĕ. Концертра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă. Вăл хулара пурăнакансен ячĕпе паллă юрăçа чĕрĕ чечексем парнеленĕ. Республикăна ырласа лайăх сăмахсем каланăшăн, сумлă хăнасене чĕререн тав тунă. «Тĕлĕнмелле хитре, чĕрене тыткăнлакан юрăсем Чăваш Енре пурăнакансене парнелерĕр», - тенĕ Пуçлăх. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче авăн уйăхĕнче ирттермелли суйлава хатĕрленсе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕ регионти уйрăмĕ кандидатсене хулари депутатсен пухăвне суйлама тăратасси пирки сасăлав кунĕ ирттернине асăннă. «Малтанхи суйлав питĕ уçăмлă, нимĕнле тавлашусăр, йĕркеллĕ, саккунпа килĕшӳллĕн иртрĕ», - тенĕ Пуçлăх. «Власть органĕсенче тăрăшакансен тĕллевĕ – халăх валли пурăнма лайăх условисем йĕркелесси, тăван çĕре, ашшĕ-амăшне, аслă ăрури çынсем патне вашават, Раççей Федерацийĕн тивĕçлĕ гражданĕсем пулма вĕренсе пырасси. Инновациллĕ аталанса пыракансем рейтинг кăтартăвĕ тăрăх, Раççейри регионсем хушшинче Чăваш Ен пиллĕкмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.   Чăваш халăхĕ темĕнле саманан йывăр тапхăрĕсенче те хăйĕн культурине, йăла-йĕркипе чĕлхине упраса хăварнă. Çитĕнекен ăрăва йăх несĕлсен тивлетне парнелессишĕн сахал мар тăрăшнă», - тенĕ. Вика Цыганова Михаил Игнатьевăн сăмахĕсемпе килĕшсе, калаçăва малалла тăснă май, пирĕн вăй культурăра, чунлăхра, хăвăрăн халăхăн пуянлăхне упраса хăварăр, малалла ăнтăлăр», - тенĕ. «Тĕнчене илемлĕх, йăла-йĕрке, культура парнелĕр. Çав тери илĕртӳллĕ республикăна малашне те аталанса пыма вăй-хал сунатпăр. Тав сире, эсир питĕ тараватлă, ăшпиллĕ халăх. Пурте савăнăçлă, пĕрне-пĕри сывлăх сунаççĕ. Маттурсем! Çакăн пек яланах пулăр!», - тенĕ юрăç. Тĕплĕнрех 



25 мая 2015
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter