Чăваш Енпе Беларуç çыхăнăва вăйлатасшăн

Михаил Игнатьев майăн 20-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Беларуç Республикин делегацине йышăнчĕ.

Хăнасене Чăваш Ене Минск облаçĕн ĕçтăвкомĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Игорь Макар ертсе килнĕ. Тĕлпулăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов, экономика министрĕ Владимир Аврелькин, "Мясомолпром" холдинг управляющи компани - "Миноблмясомолпром" ХУП тата "Здравушка-милк" АУО генеральнăй директорĕсем Дмитрий Ракомсинпа Владимир Лапицкий хутшăнчĕç. Икĕ ен агропромышленноç комплексĕнчи пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

М.Игнатьев хăй нумаях пулмасть Беларуçа кайса килнĕ хыççăн çуралнă ырă шухăш-кăмăлĕпе паллаштарчĕ. Тăванла халăхсен хушшинчи туслăх, тымарĕ совет тапхăрĕнченех вăй илекенскер, икĕ енĕн экономика хутшăнăвĕсене вăйлатма май панине палăртрĕ.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
25 мая 2015
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter