Тирпей кĕртессипе ĕçлемелле

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов черетлĕ планерка ирттерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Эдуард Николаев ППЭ тĕп тапхăрĕ пуçланнине каларĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров çĕрулмие 451 гектар, пахча çимĕçе 15 гектар çинче лартнине пĕлтерчĕ.

Социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова майăн 29-мĕшĕнче «Вирьял шевлисем» фестиваль иртессине хыпарларĕ.

Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Зиновий Федоров майăн 28-мĕшĕнче Тени, Чăваш Сурăм, Шĕмшеш, Юнтапа ял тăрăхĕсенче Администраци кунĕ пулассине пĕлтерчĕ.

Полици уйрăмĕн начальникĕ Андрей Константинов иртнĕ эрнере 39 сообщени килнине, административлă майпа 12 çынна явап тыттарнине каларĕ.

Çимĕк çывхарать. Çавна май Александр Куликов масарсенче тирпей кĕртессипе ĕçлемеллине асăнчĕ. (элĕк районĕ)



26 мая 2015
13:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter