Кăлтăксем шырассипе анчах тимлемелле мар, ытларах профилактика енчен пулăшусем пулмалла

 Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тĕрĕслесе тăракан надзорсен ĕç-хĕлĕн эффективлăхне пăхса тăракан ведомствăсем хушшинчи комиссийĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ.  Ум сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев комиссийĕн икĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. «Атăлçи федераллă округпа илес пулсан, Чăваш Ен пуçласа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тĕрĕслевпе надзор органĕсем хушшинчи çыхăнăвăн эффективлăхне ӳстерсе пырассипе  ĕçлеме тытăннă. Ăнланса калаçнине кура,  тĕрĕслевпе надзор органĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патне сăлтавсăр тĕрĕслеве тухма пăрахнă. 2014 çулта тĕрĕслевсен хисепĕ 20 процента çити чакнă. Ку, чăннипех те, лайăх кăтарту. Çапах та хăш-пĕр ыйтусемпе татса паман самантсем  те пур-ха», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев. Надзор органĕсене ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме ыйтнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Кăлтăксем шырассипе анчах тимлемелле мар, ытларах профилактика енчен пулăшусем пулмаллине асăрхаттарнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене  ытларах  методика енчен усăллă канашсем пама пĕлмелле. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Канашне янă Çырура та надзор органĕсенче вăй хуракансене хăйсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелесе пыма сĕннине аса илнĕ Михаил Игнатьев.  Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов вырăнти хăй тытăмлăх органне 2015 çулта I кварталта  тĕрĕслевпе надзор органĕсем еплерех ĕçсем йĕркелесе ирттерни çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Вăл палăртнă тăрăх, ведомство комиссийĕн ĕçне пула, тĕрĕслевсем сахалрах пулма пуçланине асăннă. Пур-пĕрех пĕлтĕрхи çул çак тапхăрпа танлаштарсан тĕрĕслевсен хисепĕ ытларах пулнине каланă. Ырламалли самантсем те çук мар. Тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн, айăплисене явап тыттарнисен хисепĕн кăтартăвĕ ырă енне улшăнни паха. Ял тăрăхĕсен урамĕсенче электричество çуттисем пулманнишĕн ыйтса çырнисем сахал мар тĕл пулнине палăртнă. Прокуратура ыйтнине темĕнле тăрăшсан та, ял поселенийĕсен пурнăçлама май çук, бюджет укçи хĕсĕк. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕçе ытларах ялта пурăнакансене явăçтарма сĕннĕ. Тĕслĕх вырăнне Тутарстан Республикине аса илнĕ. Вĕсем хăйсем патĕнче пурăнма лайăх условисем тăвассишĕн, пĕрле пуçтарăнса укçа-тенкĕ пухаççĕ. Чăваш Республикин прокурорĕн çумĕ  Александр  Григорьев малашне ĕçе тата та ансăртрах йĕркелеме шантарнă. Сăлтавсăр, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патне çыру çырма пăрахăçласси пирки каланă. Канашлура МЧСăн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов вĕсен служби муниципалитетсене тухса тĕрĕслев йĕркелесе ирттернин ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.  Ертӳçĕ палăртнă тăрăх, республикăра юлашки вăхăтра пушар тухнă тĕслĕхсен хисепĕ курăмлăнах ӳссе пынине асăннă. Ака уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне пурĕ кăçал 257 пушар пулнă тĕслĕхе шута илнĕ, вĕсенче 36 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче халăхпа ытларах профилактика ĕçне йĕркелесе ирттерме хушнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те  пухăннисем тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.Тĕплĕнрех



26 мая 2015
18:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter