Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫ­ҫ­ейри Предпринимательсен кунӗ ячĕпе саламлани

Чӑваш Енӗн хаклӑ предпринимателӗсем!

 Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Предпринимательсем ҫӗршыв экономикине аталантарас енӗпе пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Пултаруллӑ вӑй-халӑра ҫӗнӗ проектсем пур­нӑҫ­лама ярса, предприятисем уҫса, ӗҫ вырӑнӗсем йӗрке­лесе эс­ир хӑвӑр пур­нӑҫӑра лайӑхлатнипе пӗрлех ҫӗр­шывӑн финанс тытӑ­мӗн кон­курент­лӑхне ӳстерме, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес ый­тӑва татса пама пулӑ­ша­тӑр.

Республикӑра пӗчӗк тата вӑтам бизнес сферинче 153 пин ҫын ытла вӑй хурать, ку вӑл экономикӑра ӗҫлекенсен пӗрре виҫҫӗмӗш пай­­не яхӑн.

Ӗҫлӗ климата лайӑхлатасси, предпринимательсен пуҫарӑвӗ­се­не пулӑшса пырасси Чӑваш Ен патшалӑх политикин тӗп тӗлле­вӗ­сенчен пӗри шутланать. Республикӑра бизнеса тухӑҫлӑ ӗҫлеме пулӑшакан хӑватлӑ инфратытӑм туса хунӑ, ун шутне бизнес-инкуба­торсем, ҫамрӑксен инноваци пулта­ру­лӑ­хӗн центрӗ, прототипировани, инжиниринг, сертификаципе стандартизаци тата тӗ­рӗс­лев цент­р­ӗ­сем кӗреҫҫӗ.

Пӗлтӗр патшалӑх пулӑшӑвӗн тӗрлӗ майӗсемпе ҫичӗ пине яхӑн пӗчӗк тата вӑтам предприяти усӑ курнӑ, пилӗк пинӗшӗнчен ытла­рахӑшне информаци, консультаци тата право пулӑшӑвӗпе тивӗҫ­тернӗ.

Тӗллевлӗн тытса пыракан патшалӑх политикин ырӑ витӗмне пула пӗчӗк тата вӑтам предприятисем туса кӑларакан продукци тӳ­пи палӑрмаллах пысӑкланнӑ.

Власть ор­ганӗсемпе предпринимательсен пӗрлӗхӗн пред­ста­вителӗсен хушшинчи усӑллӑ диалог, вӗсен пӗрлехи ӗҫӗ рес­пуб­ли­кӑри бизнеса аталантармалли шанчӑклӑ никӗс пулса тӑрасса, Чӑ­ваш Ен экономика тытӑмӗн ҫирӗплӗхне малалла та ӳстерме пу­лӑшса пырасса шанса тӑратӑп.

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур ырӑ пуҫарура ҫи­тӗ­нӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!                                                                           

 

Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗ                                                                   М.Игнатьев        



26 мая 2015
08:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter