Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Экономикăпа инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен канашĕн ларăвне йĕркелесе ирттернĕ

Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Экономикăпа инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен канашĕн ларăвне йĕркелесе ирттернĕ. Ĕçе тытăничченех чи малтан, республика Пуçлăхĕ регионта ĕç климатне лайăхлатассипе ют çĕршывран инвестицие явăçтарассипе ятарлă саккун йышăннине аса илнĕ. Бизнеса аталантарма кирлĕ пек условисем йышăнса хăварнă. Пĕтĕмпе Чăваш Енре пысăк пĕлтерĕшлĕ 100 яхăн инвестици проектне, çав шутра ют çĕршыв капиталне хутшăнтарса, пурнăçланă, çакă Чăваш Ен экономикине 130 миллиард тенкĕ ытла инвестици явăçтарма май панă. «Юлашки çулсенче тăтăшах республикăна çĕнĕ инвесторсем килсех тăраççĕ, çавна май халăх валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ  тупăнать. Калăпăр, республика рынокĕнче ют çĕршывран килнĕ 5 ушкăн ĕçлет. Ку эрнере тата та çĕнĕ объект уçăлĕ. Раççейри чи пысăк банксенчен пĕри «ВТБ 24». Кунта 1500 çын ĕçлемеллĕх ĕç вырăнĕ пулĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин Чăваш Енре социаллă пĕлтерĕшлĕ приоритетлă ĕçсен йĕркине çирĕплетмеллине асăннă. Федераци шайĕнче суту-илӳ таварсен пасарне 6 йышăнса хăварнă. Вĕсем: шкул çулне çитмен ачасен вĕрентӳ тытăмĕ, медицина, ЖКХ, транспорт, çыхăну пайĕ.   Регион спецификине кура, ял хуçалăхпе пурăнмалли çурт-йĕр  строительствин пайне те кĕртсе хăварма йышăннă.  Федерацин монополие хирĕç кĕрешекен Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин ĕçне вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Ксения Сергеева хăйĕн докладĕнче Çĕнĕ Шупашкарти экономкласлă çурт-йĕрсене  строительство рынокне кĕртсе хăвармалли пирки ăнлантарса панă. Бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем куллен тĕл пулакан йывăрлăхсем çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пур влаçра ĕçлекенсен те пĕр тĕллев – халăха пулăшасси пулнине каланă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Finjecto ушкăн халлĕхе Чăваш Республикин брендне хатĕрлессипе тимленине каланă. Finjecto партнер управляющийĕ Антон Хреков хăйсен ĕçĕ çинчен каласа кăтартнă, уйрăм çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çӳлерех асăннă ĕçпе витĕмлĕрех ĕçлеме хушнă, Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсене тата та вăйлăрах ытти çĕршывсене вырнаçтарма май тупма каланă. РФ Тĕп банкĕн Атăл-Вятка  тĕп управленийĕн  уйрăмĕн Чăваш Республикинчи Наци банкĕн управляющийĕ  Александр Логвинов регионта банк тытмĕ епле аталанса пыни çинчен каласа кăтартнă. 2014 çулта республикăра кредитсем парас ĕç аванах упранине пĕлтернĕ. «Атăлçи федераллă округпа илес пулсан, пирĕн регион предпринимательсене кредитсемпе пулăшассипе 6-мĕш вырăн йышăнса тăрать.  Каялла тавăрса памалли парăмсен хисепĕ те куç кĕретех чакса пыни пурне те савăнтарать», - тенĕ Александр Логвинов. Тĕплĕнрех



26 мая 2015
16:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter