Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна йĕркелесе ирттернĕ

 Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна йĕркелесе ирттернĕ. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне республикăри шкулсенче епле хатĕрленни çинчен Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн каласа кăтартнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пĕтĕмлетӳ аттестацийĕ витĕр 11-мĕш классра вĕренсе тухакан 6 пин те 500 ача тухнă. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче экзаменсен тапхăрĕ пуçланнă. Ытти çулсенчи пекех, кăçал та шкул ачисем ытларах экзаменсем тытма обществознани, физика, биологи, хими, информатика предмечĕсене суйласа илнине каланă. Çĕнĕлĕхсем те çук мар. Математикăна икĕ майпа экзамен тытаççĕ: пĕри база тепри профиллĕ предмет шутланать. ППЭ тытнă тапхăрта вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслеме çирĕп майсем йĕркелесе панă. Калăпăр, шкулсенче видеосăнав ытти ятарлă хатĕрсем вырнаçтарнă. «Экзаменсене çӳллĕ шайра тытма хатĕр. Шкул ачисен пĕлӳ шайĕн кăтартăвĕ кирлĕ пек пуласса шансах тăратăп», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Сергей Димитриев хăйĕн докладĕнче республикăри нумай хваттерлĕ çуртсене тирпейлесе тытса тăрассипе тимлекен предпринимательсен тытăмне лицензисемпе тивĕçтерес ыйту пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Ертӳçĕ каланă тăрăх, мĕн пур предпринимательсен, енчен те вĕсем çак çӳлерех асăннă тытăмра вăй хураççĕ пулсан, кăçал çу уйăхĕн пĕрремĕшĕччен пĕтĕмпех лицензисем илмелле пулнă. Кам та кам çак ĕçе йĕркене кĕртсе пĕтереймен пулсан, вĕсен ĕçлеме юраманнине асăрхаттарнă. Чăваш Республикинче 4980 нумай хваттерлĕ çурта шута илнĕ, вĕсене пурĕ 163 управляющий организаци пăхса тăрать. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур организацисенчен 147-шĕ лицензи илме ĕç хутне çырса панă, пачах та ĕçлеме килĕшменнисем 18 организаци тăрса юлнă.  Чăваш Республикинчи патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ палăртнă тăрăх, 119 организацине лицензи панă, 28 организаци ĕçне хирĕçленĕ, вĕсене лицензи паман, сăлтавĕ те паллă, организацисем хăйсен ĕçĕ пирки информацисене уçăмлатманни сисĕнет. Республика Пуçлăхĕ, ертӳçĕн сăмахĕпе килĕшсе, Чăваш Енре таса чунлă, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлекен организацисен çеç ĕçлемеллине каланă. Суя ĕç хучĕсемпе тимлекенсенчен хăтăлма тăрăшмаллине те асăрхаттарнă. Чăваш Республикинче çу уйăхĕн 18-23-мĕш кунĕсенче кинофестиваль иртрĕ. Ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Республикин культура министрĕн ĕçне вăхăтлăхпа пурнăçлакан Альбина Алексеева тĕплĕн чарăнса тăнă. Вăл каланă тăрăх, çак асăннă тапхăрта республикăра пурĕ 110 мероприяти иртнĕ, киносене тата ытти тĕрлĕ мероприятисене халăх тӳлевсĕр çӳренĕ. Канашлура «Кувшинка» микрорайонти ĕç-хĕл çинчен те сăмах пуçарнă. «Лидер» ТМЯО строительство организацийĕпе çак районта пурăнакансем хушшинче кăлтăк сиксе тухнă. Хула администрацийĕ ыйтăва вăхăтра татса панă пулсан, паян çакăн пек пăтăрмах сиксе те тухман пулĕччĕ.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтăва татса парас тĕлĕшпе иртнĕ эрне пуçламăшĕнче хула администрацийĕнче «Кувшинка» микрорайонта пурăнакансемпе ĕçлĕ тĕлпулу йĕркелесе ирттернине аса илнĕ. Хирĕçĕве сирсе ярассипе, ыйтăва кирлĕ пек татса парас тĕлĕшпе ятарлă ĕç комиссийĕ те йĕркелеме йышăнса хăварнă. Комиссийĕн ĕçĕ пирки хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, строительство организацийĕн халăха кирлĕ пек хăтлă хваттерсемпе тивĕçтермелле тенĕ е тата кун пек май пулмасан, вĕсене хваттер укçине памалла. Хăй вăхăтĕнче Микрорайонта çынсем хăйсен ирĕкĕпе çуртсем сахал мар хăпартса лартнă. Комисси членĕсем штаб йĕркеленĕ. Пурăнакансен мĕн пур сĕнĕвĕсене итлесе шута илнĕ, пурăнакансемпе анкета ĕçне йĕркеленĕ. Çак ĕçсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн , çӳлерех асăннă организацине ыйтусене çитерсе пама йышăннă. Подрядлă организаци  харкашăва сирсе яма енчен те пултараймасть пулсан, маларах калаçса килĕшнĕ проекта çĕнĕлĕх кĕртме хула администрацине сĕннĕ республика Пуçлăхĕ.  Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушнă ĕç пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Микрорайонта пурăнакансен ыйтăвĕсене тишкерсе, строительство ĕçне çивĕч тĕрĕсленĕ. «Чăнласах та çуртсем таврашĕнче шыв юххисем пур, çулсем те юрăхсăра тухнă, таврара çуп-çап алхасать», - тенĕ министр. Строительство министерстви ыйтăва куллен тĕрĕслесех тăрать. Йĕркене пăснăшăн явап тыттарнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çынсене йывăр вăхăтра пĕччен хăварма юраманнине каланă. Власть органĕсенче тăрăшакансен тĕллевĕ - ыйтусене татса пама пулăшасси. Тĕслĕх вырăнне хăй вăхăтĕнче хваттерсем илессипе пая кĕрсе улталаннă çынсен шăпи пирки аса илнĕ. Енчен те ыйтăва вăхăтĕнче татса паман пулсан, паянхи кун та халăх пăтăрмахсем витĕр тухаймĕччĕ, халĕ вара тăрăшнине кура, çынсем те кăмăллă,  çынсем çĕнĕ хваттерсенче çемьесемпе пурăнаççĕ.  Илсе пĕтерейменнисем 2015 çул вĕçленĕ тĕле пур-пĕрех хваттер туянĕç.   Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен подрядлă организацисене пула, халăх ăнланмасăр, тепре чухне власть органĕсенче тăрăшакансене  сăлтавсăр вăрçма тăрăшать. Айăпĕ куçкĕретех паллă, строительство организацийĕсем хăйсем çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçламанни. Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕ хулари депутатсен Пухăвне авăн уйăхĕнче иртекен суйлавне  кандидатсене тăратасси пирки малтанхи сасăлав иртрĕ. Ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе Пĕтĕм Раççейри  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов паллаштарнă. çак кун 106 суйлав участокĕ ĕçленĕ,  кăлтăксем пулман. Пурĕ суйлава 51 пин çын хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев суйлава килнисене тав сăмахĕсем каланă, кашнин сасси кирлĕ пек кандидата суйласа илме тивĕçлĕ вырăн йышăнассине палăртнă.



26 мая 2015
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter