Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри предпринимательсене халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри предпринимательсене халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă. Палăртнă пулăма Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, «Справедливая Россия» партийĕн депутачĕсен Палатин Председателĕ Николай Левичев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикинчи суту-илӳпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин, Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов, организацисемпе предприятисен ертӳçисем тата ытти сумлă хăнасем пуçтарăннă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче предпринимательсен 2014 çул ĕç кăтартăвĕпе, малашнехи çул-йĕрĕпе паллаштарнă. «Республикăн тăнăçлăхне пĕчĕк тата вăтам бизнес витĕм кӳрет. Ӗҫлӗ климата лайӑхлатасси, предпринимательсен пуҫарӑвӗ­се­не пулӑшса пырасси Чӑваш Ен патшалӑх политикин тӗп тӗлле­вӗ­сенчен пӗри шутланать», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Предпринимательсене пулăшас тĕллевпе республика Пуçлăхĕ ятарлă программа йышăннă. Çак тĕллевпе юлашки тăватă çул хушшинче 1,5 млрд. ытла укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Экономика министрĕ хăйĕн сăмахĕнче кăçал та çак пулăшусем упранса юласси пирки пĕлтернĕ, пухăннă предпринимательсене професси уявĕ ячĕпе саламланă, ăнăçу суннă. Ырă сăмахсемпе ĕçтешсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Вăл предпринимательсен ĕçĕ çĕршывшăн та республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «Предпринимательсем ҫӗршыв экономикине аталантарас енӗпе пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Пултаруллӑ вӑй-халӑра ҫӗнӗ проектсем пур­нӑҫ­лама ярса, предприятисем уҫса, ӗҫ вырӑнӗсем йӗрке­лесе эс­ир хӑвӑр пур­нӑҫӑра лайӑхлатнипе пӗрлех ҫӗр­шывӑн финанс тытӑ­мӗн кон­курент­лӑхне ӳстерме, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес ый­тӑва татса пама пулӑ­ша­тӑр», - тесе каланă Пуçлăх. Юлашки çулсенче бизнеспа власть хушшинче çав тери лайăх ăнлану хуçаланать.  Пĕлтĕр çитĕ пине яхăн ытла предприниматель патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕпе усă курнă, пиллĕк пине яхăн предпринимателе укçан тата ытти тивĕçлĕ пулăшусемпе хавхалантарнă. «Пулăшнине кура, çитĕнĕвĕ те куç умĕнче: таварсен калăпăшĕ ӳссе пыни пурне те савăнтарать», - тесе уçăмлатнă хăй шухăшне Михаил Игнатьев. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов докладра предпринимательсен паха ĕçне кура, пирĕн регион Раççейри чи лайăх  инновацилле аталанса пыракан пилĕк субъект шутне кĕнине асăннă, вĕсене хула пурнăçĕпе тăтăшах кăсăкланнăшăн, май килнĕ таран пулăшнăшăн чĕререн тав тунă. Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче предпринимательсене хăйсен ĕçĕнче çирĕп шăнăр тупса ăнăçлă ĕçлесе пыма сĕннĕ, енчен те тупнă пулсан, малашне те республикăшăн пархатарлă ĕçлесе пыма вăй-хал суннă. Мероприятинче хисепе тивĕçнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наградăсем парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех



27 мая 2015
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter