Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

 Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Пухăннисем Чӑваш Республикин "Раҫҫей Федерацийӗн налуксемпе тӳлевсем ҫинчен калакан саккунӗсемпе Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсене шанса панӑ налук йӗркелӗвӗн Чӑваш Республикинчи ыйтӑвӗсем ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» саккун проектне тишкернĕ. Çак ĕç хучĕ, енчен те предпринимательсем хăйсен ĕçне пуçласа тытăнаççĕ пулсан, Раççей Федерацийĕн налуксем çинчен калакан саккун çĕнĕлĕхĕсемпе килĕшӳллĕн,  вĕсен налуксен тӳлемелли пайне ансăрлатма шантарать. Паянхи ларура Чăваш Республикин «Чăваш Республикин патшалăх граждан служби çинчен» 10-мĕш саккунĕн 6-мĕш статйине вăйра тăрассине чарса лартасси çинчен саккун проектне те пăхса тухнă.  Укçапа çыхăннă лару-тăру  пирки сăмах пуçарнă.  2016-мĕш çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен граждан служащийĕсен ĕç укçин виçине ӳстермелле мар текен саккун проектне ырланă. Министрсен Кабинечĕн членĕсем асăннă проектпа килĕшнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн докладĕнче çакăн пек йышăну экономика лару-тăрăвĕпе çыхăннине каланă. Калăпăр, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче тимлекенсем те ĕç укçине пысăках  мар илейменнине тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă. Республика хыснине федераци бюджетĕнчен субсиди мелĕпе куçакан пулăшăва республикăри районсене уйăрса памалли çинчен ĕç хутне те йышăнса хăварнă. Ял тăрăхĕсенче вырнаçнă пурăнмалли çурт-йĕр строительствине пулăшу кӳме Чăваш Республикинчи проектсем валли Федераци бюджетĕнчен субсиди мелĕпе 22,82 млн. тенкĕ пăхса хăварнă, республика хыснинчен хушма 18 млн.тенкĕ уйăрнă.  Чи малтанах 2014 çулта пуçланă проектсене пурнăçа кĕртесси çине тимлĕх уйăрма палăртнă. Вĕсем: Патăрьел районĕнчи Шăкăртан салинчи «Западный» микрорайон тата Шупашкар районĕнчи Яндово ялĕн кăнтăр пайĕн пурăнмалли çуртсен таврашĕсем. Кун пек йышăну  патшалăх политикипе тӳр килсе пынине, ял хуçалăх тытăмне вăйлатса, çамрăк специалистсене яла явăçтарассипе çыхăннине палăртнă пухăннисем. «Халăха ялта пурăнма, уй-хир ĕçне юратса ĕçлеме вĕрентсе пыратпăр. Калăпăр, пĕр çурта ялта хăпартса лартма 1 млн. тенкĕллĕх бюджетран тăкакланатпăр.  Çуртсенче ялта пурăнакан хастар та ĕçчен çынсен пурăнмалла. Тĕрлĕ суя ĕç хучĕсемпе илес текенсенчен хăтăлма тăрăшмалла. Çак ырлăхпа ял çыннин савăнса ĕçлесе пурăнмалла», - тесе çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ялсенче пурăнакан çамрăк çемьесемпе специалистсене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес ыйту çинчен  сăмах пуçарнă май,  пухăннисем кирлĕ пек ĕç хутне те йышăнса хăварнă. Палăртнă ĕçе йĕркелесе ирттерме 2015 çулта федераци тата республика хыснисенчен  пурĕ  136,6 млн   тенкĕ уйăрма пăхнă. Çак укçа-тенкĕ ялта пурăнакан 160 çемьен хваттер ыйтăвне татса пама пулăшĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ялта ĕçлекен çамрăксене валли кирлĕ пек пур услови те пур, пурăнма кăмăл пулсан патшалăх мĕн кирлине çителĕклĕ пулăшу парса тивĕçтерет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



27 мая 2015
17:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter