Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри ăсчахсемпе тĕл пулнă

Çу уйăхĕн  27-мĕшĕнче «Росинка» сывлăха çирĕплетекен центрта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри ăсчахсемпе тĕл пулнă. Калаçăва Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тата Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов хутшăннă. Çамрăксем республика Пуçлăхне хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене панă, наука ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартнă, проектсемпе паллаштарнă. Калăпăр, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн стипендине илме тивĕçлĕ пулнă техника наукин кандидачĕ, Чăваш Енри çамрăк ăсчахсен канашĕн председателĕ Ирина Ершова бизнес-проектпа паллаштарнă. «Çамрăк ăсчахсем Чăваш Ен Правительстви тытса пыракан курса ырлаççĕ. Эпир те хамăрăн çитĕнӳсемпе республикăна лайăх аталантарса пыма витĕм кӳме тăрăшăпăр. Халлĕхе эпир, паллах, кăштах çамрăк, анчах та малаллах ăнтăлассишĕн вĕренĕпĕр», - шухăша уçăмлатса каланă вăл. «ИЦ «Бреслер» ТМЯО техникăсем енĕпе ĕçлекен директор çумĕ Алексей Шевелев тата «НПП Бреслер» ТМЯО сектор заведующийĕ техника  наукин кандидачĕ Юрий Бычков хăйсен сăмахĕсенче республикăра предприятисемпе организацисем тĕрлĕ вĕренӳ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленине каланă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн докторĕ, педагогика наукин кандидачĕ Игорь Кожанов çамрăк ăсчахсене пулăшассипе çыхăннă хăш-пĕр ыйтусене хускатнă. Калаçăва ытти çамрăксем те хутшăннă. Тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  пухăннă яш-кĕрĕме тав тунă. «Раççей пуласлăхĕ - сирĕн алăра. Эпĕ чăннипех те сирĕн çитĕнĕвĕрсемпе мухтанатăп. Эсир - пирĕн чăн пуянлăх», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чӑваш Республикинче ҫамрӑксене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса пама пулӑшакан патшалӑх политики ҫирӗп тӗллевлӗн пурнӑҫланса пырать. Хӑйӗн кун-ҫулне общество пурнӑҫӗпе е патшалӑх службипе ҫыхӑнтарас шутлисем валли Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫу­мӗн­че Ҫамрӑксен кадр резервне туса хунӑ. «Талантлӑ яшсемпе хӗрсене хавхалантарас тӗллевпе кашни ҫулах Ҫам­­рӑксен патшалӑх премийӗсене паратпӑр, пултарулӑхӗпе уйрӑмах па­лӑрса тӑ­ракан ҫамрӑк­семпе студентсем вара Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятар­лӑ сти­пендийӗсене илсе тӑраҫҫӗ, ҫамрӑксен инновациллӗ тата ва­ри­ативлӑ программисем валли грантсем уйӑратпӑр», - палăртнă республика Пуçлăхĕ. Тĕлпулура республика шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ конкурс çĕнтерӳçисене Михаил Игнатьев  наградăсем парса хавхалантарнă, çамрăксен пысăк проекчĕсем ял хуçалăх тытăмне пулăшу кӳрессе палăртнă. Хыççăн çамрăксемпе спорт ăмăртăвĕ иртнĕ. Тӗплӗнрех 



27 мая 2015
09:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter