Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнĕ ятпа халалласа ирттернĕ паллă пулăма хутшăннă

 Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăваш поэзийĕн классикĕ, халăхăн мухтавлă ывăлĕ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнĕ ятпа халалласа ирттернĕ паллă пулăма хутшăннă, унăн палăкĕ умне чĕрĕ чечек çыххисем хунă. «Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн литератури тӳпине халалласа эпир кăçалхи çула Константин Васильевич Иванов çулĕ тесе йышăнтăмăр. Ку питех те пĕлтерĕшлĕ пулăм. Константин Васильевич чăваш ятне пĕтĕм тĕнче шайне çĕклекенсенчен пĕри. Унăн ячĕ тĕнчипе паллă Данте, Шекспир, Пушкин тата Лермонтов ячĕсемпе пĕр шайра тăрать. Константин Васильевич Ивановăн культура эткерĕ республикăра кăна мар, Раççейре кăна та мар, пĕтĕм тĕнче шайĕнче пĕлтерĕшлĕ. «Нарспи» поэмăна нумай чĕлхене куçарнă. Константин Васильевич Ивановăн ячĕ паянхи кун пур тăванла халăхсемшĕн те сумлă пулса тăчĕ. Унăн сăвви-юрри вун-вун чĕлхепе янăрать. «Нарспи» поэмăна паян çĕршывра пĕлмен халăх çук та пулĕ. Константин Васильевич Ивановăн сăвви-юрри пирĕн литература чĕлхине пуянлатса, ăна малалла аталанма пысăк хăват панă», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Михаил Игнатьев. Паллă пулăма Пушкăртран килнĕ хăнасене тав туса кĕтсе илнĕ. Пушкăртстан Республикин Пуçлăхне  Рустэм Хамитова çакăн пек юлташла çирĕп туслăха тытса пынишĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсене каланă. «Уява килнĕ кашни çын чĕрине паян савăк кăмăл-туйăм парнелерĕ паллă асран тухми поэтăмăр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



27 мая 2015
18:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter