Тăрăшуллă ĕçченсем - уйра

Ял хуçалăх предприятийĕсенче - хĕрỹ ĕç вăхăчĕ. Кашни кунпа пĕлсе усă курни, ĕçе вăхăтра пурнăçлани темрен те пахарах. Хĕлле выльăх-чĕрлĕх те тутă пулĕ. Районти хуçалăхсем çурхи культурăсене акса пĕтернĕ, 1220 гектар çĕр улми лартнă, пахча çимĕç культурисене 153 гектар, куккурус 639 гектар, сахăр кăшманĕ 110 гектар акнă. Чылай хуçалăх çум курăксенчен тата сиен кỹрекен хурт-кăпшанкăсенчен сыхланса уй-хир культурисене гербицид тата наркăмăш сапнă.

Акă, "Урожай" колхозра çĕр улмине вăхăтра лартса хăварас тесе тăрăшсах ĕçлеççĕ, 90 гектар çинче ĕçе пурнăçланă. Владимир Мунтайкин тракторист, Владимир Кошкин, Иван Волков сеяльщиксем, Тагир Сайфуллин водитель  шаннă ĕçе вăхăтра пурнăçлаççĕ. Ир-ирех ĕçе кỹлĕнеççĕ те, мĕн каç пуличченех хирте. Кăнтăрлахи апата та кунтах çиеççĕ.

- Кăçал çĕр улмин "Любава", "Невский" (супер элита), "Рокко", "Удача" вăрлăхĕсене лартрăмăр. Пĕлтĕр вăтамран кашни гектартан 300 центнера яхăн илтĕмĕр. Кăçал та тухăçпа савăнас ĕмĕтпе ĕçлетпĕр,- пĕлтерчĕ "Урожай" колхозăн агрономĕ Василий Денисов.



27 мая 2015
15:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter