Каçал ен районĕ: вулакансемшĕн алăк уçă

Районти тĕп библиотекăна 3 пине яхăн вулакан çỹрет. Кунта тĕрлĕ кĕнекепе тата хаçат-журналпа паллашма пулать. Библиотекăна кĕçĕн çулхи ачасем, вĕренекенсем, аслăрах çулхисем тăтăшах çỹреççĕ. Вĕсем кĕнеке вулама килнисĕр пуçне, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ. Пĕр уяв та кĕнеке выставкисĕр иртмест. Кăçал вара уйрăмах паллă çул. Раççейре - Литература çулталăкĕ, Чăваш Енре К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тăватпăр. Литература çулталăкне халалласа библиотекăра "Литературное наследие России", К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине "Тĕрĕслĕхпе ирĕклĕх йыхравçи", Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине "По следам мужества и стойкости" кĕнеке куравĕсем хатĕрлерĕмĕр. Сăвăçсемпе çыравçăсен юбилейĕсен тĕлне буклетсем кăларасси те йăлана кĕнĕ. К.В.Иванова халалласа "Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ" буклет хатĕрлерĕмĕр. К.Турхан çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа буклет тата тематикăллă каç йĕркелесшĕн.

Библиотекăра аслă ỹсĕмри çынсем валли "Надежда", "Здоровье" клубсем ĕçлеççĕ. Район прокуратурин ĕçченĕсем, коммуналлă хуçалăх тата ытти организацисен представителĕсем вулавăшри консультаци пунктĕнче район çыннисемпе тĕл пулаççĕ, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравлаççĕ. Кирлĕ информацие район библиотекинче тупаймасассăн, электронлă майпа усă курса, республикăри Наци библиотекинче те шырама май пур.

Вулавăша килĕр, унăн алăкĕ яланах уçă. Районти библиотекăсенче пултаруллă, хăйсен ĕçне пĕлекен, сирĕн ыйтусене туллин тивĕçтерме пултаракан ĕçченсем тăрăшаççĕ.



27 мая 2015
15:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter