Шупашкарта ВТБ 24 Сервис центрĕ хута кайнă

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта ВТБ 24 Сервис центрĕ хута кайнă. Савăнăçлă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ВТБ 24 правленийĕн председателĕ Михаил  Задорнов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Шупашкарти 6318№-лĕ ВТБ 24 филиалĕн управляющийĕ Владимир Царев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Михаил Задорнов пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, çулталăк çурă каялла палăртнă тĕллев пурнăçа кĕнĕшĕн пурне те тав тунă. «Сервис центрĕ кирлĕ пек ĕçлесе пырать,  малашне те аталанĕ. Халăх пулăшусемпе туллин усă курма пултарать», - тесе каланă вăл. Республика Пуçлăхĕ регионта инвестици явăçтарассипе, планпа килĕшӳллĕн ĕçе пурнăçласа пынине асăннă, инвесторсене валли çителĕклĕ условисем хатĕрлесе панине каланă. Шупашкарта Сервис центрне хута ярасси ăнсăртран мар. Чăваш Республикинче экономикăра вăй хуракан кашни 7-мĕш вĕсен ВТБ 24 банк пулăшăвĕпе усă курать. Тата тепĕр самант пирки те каласа хăвармалла. Хулара банк тытăмĕ валли специалистсене хатĕрлеме пысăк вĕрентӳ учрежденийĕсем те сахал мар. «Сервис центрĕ – çынсене валли. ВТБ 24 банк хăйĕн объектне ытти региона та суйласа илме пултарнă, анчах та эпир вĕсене валли кирлĕ пек пур условисем те хатĕрлерĕмĕр», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Михаил Игнатьев. Торжествăлла церемони иртнĕ хыççăн хăнасем Сервис центр ĕçĕпе паллашнă.  Республика Пуçлăхĕ ĕç условийĕсемпе кăмăллă пулнă, кунта ытларах çамрăксем ĕçленĕшĕн савăннă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев çакăн пек пысăк объект уçăлни регионшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Михаил Задорнов малашне те Чăваш Республикипе ĕçлеме хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Шупашкарти ВТБ 24 Сервис центр объекта хăпартса лартма  1,5 млрд тенкĕ инвестици хывнă.  Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 318 çын ĕçлет. 2017 çулта центр туллин ĕçлесе кайсан, 1200 çын валли ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Аса илтеретпĕр: 2011 çултан пуçласа республикăра инвестициллĕ 100 яхăн проект пурнăçа кĕртнĕ,  Чăваш Ен экономикине 130 млрд. тенкĕлĕх инвестици хывнă. Калăпăр, 2014 çулта 1000 çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленнĕ. Кăçал та инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕç малалла пырать. Тĕплĕнрех



28 мая 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter