Хусан мэрĕ, Атăлçи хуласен Ассоциацийĕн председателĕ Ильсур Метшин: «Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республика Правительстви, хула ертӳлĕхĕ куллен пурнăçласа пыракан ĕçсем пурне те савăнтараççĕ, вĕсем пысăк хисепе тивĕç»

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  çумĕнчи информацине хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен  Координаци канашĕн ларăвне хутшăннă. Ларăва Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн  пулăшуçи, Координаци канашĕн председателĕн çумĕ  Александр Давыдов йĕркелесе ертсе пынă.  Александр Давыдов хăйĕн сăмахĕнче çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятине Чăваш Республикинче ирттерессине ăнсăртран суйласа илменнине асăннă. «Информацисемпе ылмашăнас тата ăста опытпа паллаштарас ĕçе ирттерессипе Чăваш Ен ăнăçлă ĕçлет. Пухăнакан пур хыпара та республика ертӳлĕхĕ çирĕп тĕрĕслевре тытать», - тесе каланă сумлă хăна.  Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикинче влаç органĕсенче тăрăшакансем информаци тытăмне çĕнетсе тата ăна пурнăçа кĕртсе пырассипе лайăх ĕçленине каланă, куллен çĕнĕ йышши технологисем вăй илсе пынине палăртнă. Пайăрлатнă информацисене пĕлессинчен хăтаракан ятарлă мелсем те хатĕрленнине каланă. Координаци канашĕн членĕсем регионсен паха опытне сӳтсе яваççĕ, тĕплĕнрех ĕçе йĕркелесе пыма  сĕнӳсем параççĕ. Пухăннисем патшалăх тата муниципалитет органĕсенче усă куракан информаци тытăмне хӳтĕлессипе çыхăннă ыйтусем çинчен ытларах чарăнса тăнă. Ку енĕпе, паллах, квалификациллĕ специалистсене хатĕрлесе кăларасси çине те тимлĕх уйăрнă. Тĕплĕнрех



28 мая 2015
17:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter