Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: "Мĕн шутлани пĕтĕмпех пурнăçланса пырать"

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ВТБ 24 правленийĕн  президенчĕпе Михаил Задорновпа тĕл пулнă. Кăçал тата тепĕр  пысăк проект - Шупашкарта ВТБ 24 Банкăн нумай ĕç вырăнĕллĕ пĕрлехи сервис центрне тăвасси - пурнăçланчĕ, вăл банк клиенчĕсене Чăваш Енре пулăшу кӳрет. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче сумлă хăнапа тĕл пулнăранпа çулталăк çурă çитнĕ хыççăн, кĕске вăхăтра паллă объект пурнăçа кĕнине асăннă. «Мĕн тĕллев лартни пĕтĕмпех пулса пырать. Эсир калама çук пысăк инвестици хыврăр. Çынсене валли ĕç вырăнĕ хатĕрлерĕр. Республикăн экономикине аталантарса пыма пысăк витĕм кӳретĕр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. ВТБ 24 правленийĕн председателĕ Михаил Задорнов объектăн строительство ĕçне пысăк хак панă. Строительсем чăннипех те хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçланине асăннă. «Чăваш Ен строителĕсем хăйсен ĕçне питĕ çӳллĕ шайра пурнăçлани пирĕншĕн питĕ паха. Чи кирли», - тесе каланă сумлă хăна.  ВТБ 24 Сервис центрне хута яни, çамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ, хальхи вăхăтра специалистсене хатĕрлес ĕç хĕрӳ пырать. Çĕнĕрен килекен специалистсене хатĕрлеме, методика пулăшăвĕсене пама хуларан пысăк пĕлӳллĕ специалистсене явăçтараççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ВТБ 24 правленийĕн председательне пĕр-пĕринпе килĕшсе ăнланса ĕçленишĕн тав тунă. «Енчен те сирĕн пирĕн пата мĕнле те пулин ыйту сиксе тухать пулсан, эпир яланах сире пулăшма хатĕр. Пĕрле пухăнса ыйтусене татса парăпăр», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



28 мая 2015
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter