Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи хуласен Ассоциацийĕн членĕсен пĕтĕмĕшле пухăвĕн ларăвне хутшăннă

 Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи хуласен Ассоциацийĕн членĕсен пĕтĕмĕшле пухăвĕн ларăвне хутшăннă. Мероприятине федераци тата регионсен влаç органĕсенче вăй хуракансем, муниципаллă пĕрлешӳсенчен ятарлă представительсем, тĕрлĕ хуласен ертӳçисем килнĕ.  Хусан хулин мэрĕ, Атăлçи хуласен Ассоциацийĕн председателĕ Ильсур Метшин хăйĕн ум сăмахĕнче Шупашкар хули çав тери илĕртӳллĕ те таса пулнине асăннă. Унăн ырă туйăмĕсем Чăваш Ен çинчен нумайлăхах асра юлнине палăртнă. «Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республика Правительстви, хула ертӳлĕхĕ куллен пурнăçласа пыракан ĕçсем, Чăваш Енре пурăнакансене савăнтарать, ертӳçĕсем чăннипех те хисепе тивĕç», - тесе уйрăммăн палăртса каланă сумлă хăна.   Михаил Игнатьев регионта халăхăн пурнăç условийĕн шайне лайăхлатса пырас тĕллевпе пысăк калăпăшлă проектсене пурнăçа кĕртсе пынине асăннă. Социаллă экономика çирĕп аталанса пытăр тесе инвестици явăçтарассипе те сахал мар ĕçлеме тивнине каланă. «Власть органĕсенче тăрăшакансен пурин те пĕр тĕллев – çынсен пурнăçне лайăхлатма кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси. Пирĕн  регион çинчен каласа памалли сахал мар. Эпир ĕçлени куç умĕнче. Пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашни питĕ вырăнлă. Хамăрăн ăста шухăшсем çинчен сӳтсе явни хуласем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме пулăшать», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çакăн пек пысăк мероприятине йĕркелесе ирттерни пуриншĕн те усăллă пуласса шанса каланă. РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округпа полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Валерий Савин Михаил Бабичăн салам çырăвне вуласа панă, Ассоциаци ĕç-хĕлĕ Атăлçи хуласемшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Ларура Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тавралăха тирпей-илем кӳртессипе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Пухăннисем кану вырăнĕсемпе çул-йĕр ыйтăвĕсене те сӳтсе явнă, кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтăва та тишкернĕ, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех



28 мая 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter