Лидерсен шутĕнче

"Инфометр" система эксперчĕсем регионсенчи правительствăсен официаллă сайчĕсене 194 параметрпа тишкернĕ. Хаклава Раççейри 85 региона кĕртнĕ. "Раççей Федерацийĕнчи субъектсен ĕç тăвакан влаçăн аслă органĕсен информаци уççăнлăхĕн Пĕтĕм Раççейри рейтингне" пичетлени Чăваш Республики лидерсен шутĕнче пулнине кăтартса панă. Рейтинг даннăйĕсем тăрăх, Чăваш Енĕн Правительствин сайчĕ 14-мĕш вырăнта. Çулталăк хушшинче республикăри влаç органĕсен порталĕн уççăнлăх шайĕ 62 процент ỹснĕ. Влаç органĕсен официаллă порталĕ халăх чи хаклакан сайтсенчен пĕри пулса тăрать. Портала куллен 35 пин çын кĕрет. Чăваш енĕн тĕп информаци ресурсĕ усă курма чи ансатти те шутланать.

"Чăваш Республикин ирĕклĕ даннăйĕсем" портала 2013 çулхи декабрьте ĕçе кĕртнĕ. Паянхи куна асăннă порталти даннăйсен 123 пуххипе усă кураççĕ.

(Хамăр инф.).



29 мая 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter