Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта вырнаçнă спорт объекчĕсен ĕçĕпе кăсăкланнă

 Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта вырнаçнă спорт объекчĕсене пăхса çаврăннă. Уйрăмах  ăна çĕртме уйăхĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятине ирттерекен объектсем кăсăклантарнă, вĕсен строительство ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă. Унпа пĕрле Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков, спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алесей Ладыков пулнă. Чи малтанах вĕсем «Олимпийский» стадиона пăхса çаврăннă. Ку шăпах та, палăртнă мероприятине йĕркелесе ирттермелли тĕп центр шутланать. Çăмăл атлетикăпа Европа чемпионатне хатĕрленсе объектра пур ĕçе те туллин пурнăçланăпа пĕрех. Çĕртме уйăхĕн 7-9 – мĕш кунĕсенче ăмăртусен пĕрремĕш хатĕрленӳ тапхăрĕ пуçланĕ. Михаил Игнатьев Шупашкарти  Пăр керменĕ «Чебоксары Арена» объект ĕçĕпе те паллашнă. Халлĕхе кунта тавралăха тирпей-илем кӳртессипе хĕрӳ ĕç пырать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе пур ыйтăва та вăхăтра татса пама сĕннĕ. Чăваш Енри чи пысăк спорт комплексĕ çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче уçăлать. Çак чаплă  Спорт керменне уçма тĕнчери паллă спортсменсем - Ирина Слуцкая тата тата Елена Бережная, Раççейри Хоккей федерацийĕн президенчĕ    Владислав Третьяк килсе çитĕç. Спорт уявĕ Пăр керменĕнче 18:00 сехетре пуçланĕ. Курма пыракансен уява пĕр сехет маларах пыма пуçласан аван пулĕччĕ, пурин те хăрушлăхран асăрханас тĕллевпе тĕрĕслев витĕр тухма тивĕ, çавăнпа та тимĕртен тĕрлĕ ăптăр-каптăр, пысăк сумкăсем хăвăрпа пĕрле илсе килмесен лайăхрах тесе сĕнӳ параççĕ уяв йĕркелӳçисем. Тĕплĕнрех



29 мая 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter