"Шупашкар Арена" Пăр керменĕ уçăлать

Ăна, Чăваш Енри нумай функциллĕ чи пысăк сооружение - "Шупашкар Арена" Пăр керменне, июнĕн 3-мĕшĕнче чаплă лару-тăрура уçаççĕ.

Спорт комплексĕ 7,5 пин лармалли вырăнлă тĕп пăр аренăран, тренировка тумалли катокран, тренажер тата хореографи залĕсенчен тăрать. Кунта ку чухнехи конференц-зал, кафе тата çĕр айĕнчи автостоянка пур. Пăр керменĕ Континентри хоккей лигин требованийĕсене тивĕçтерет. "Шупашкар Арена" Пăр керменĕ 38 пин ытла тăваткал метр лаптăкра вырнаçнă.

Савăнăçлă лару-тăру церемонийĕ Пăр керменĕн арени çинче 18 сехетре уçăлать. 500 ытла артистпа спортсмен, волонтер "Тĕлĕнтермĕш çĕршыври Алиса" театрализациленĕ пăр-шоу геройĕсем пулса тăрĕç. Унта фигурăсем туса ярăнакан тĕнче çăлтăрĕсем - икĕ хутчен тĕнче чемпионки, çичĕ хутчен Европа чемпионки, спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ирина Слуцкая тата фигурăсем туса ярăнассипе олимп чемпионки Елена Бережная хутшăнаççĕ. Вĕсемсĕр пуçне хоккей командисем, фигуристсем, шорт-трекерсем пулĕç.

Савăнăçлă лару-тăру церемонийĕ пуçланиччен икĕ сехет маларах, 16.00 сехетрен, урамра, кермен умĕнчи площадкăра уяв концерчĕ пуçланать.

Пăр-шоуна кĕме билетсем сутма тытăннă. Вĕсене Шупашкарти "Детский мир", "Мега-Молл" суту-илỹ центрĕсенче, суту-илỹ çуртĕнче тата ятарлă сайтпа www.kkoncert.ru усă курса сутаççĕ.

(Хамăр инф.).



29 мая 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter