Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев право йĕркине тĕрĕслесе тăракан Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ

Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи право йĕркине тĕрĕслесе тăракан Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Ларăва пухăннисем чи малтан, Шупашкарта  2015 çулта çу уйăхĕн 20-21-мĕш кунĕсенче çăмăл атлетикăпа Европа чемпионатчĕ тапхăрĕнче право йĕркине пăсассинчен тимлекен ятарлă ĕçсемпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче чи кирлĕ самантсем пирки чарăнса тăнă. «Раççей территорийĕнче  Шупашкарта пуçласа çăмăл атлетикăпа Европа Чемпионатчĕ иртет. Республикăри влаç органĕсенче тăрăшакансен умне тĕрлĕ ыйтусем пуçтарăнса пыраççĕ. Республика Пуçлăхĕ региона килекен хăнасен, вырăнти халăхăн кăмăлне хуçас мар тесе право йĕркине çирĕп асăрхаса тăмаллине каланă. Тĕрлĕ тĕн халăхĕпе обществăлла организацисемпе тачă çыхăнура ĕçлемеллине палăртнă. Интернет çыхăнăвĕсенче те хыпарсене çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине асăрхаттарнă.   «Кирек епле ăнсăртран сиксе тухакан кăлтăксене те вăхăтра татса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла», - тенĕ Пуçлăх. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников  хăйĕн сăмахĕнче спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерессипе пур ĕçе  вăхăтра пурнăçланине палăртнă. Вăл палăртнă тăрăх, ун чухне Франкфурт-на-Майне хулинчен ятарлă рейспа тăхăр ушкăн килсе çитмеллине пĕлтернĕ.  Икĕ команда Хусанти аэропорта тӳрех вĕçсе анассине каланă. Шупашкарта çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти вăхăтĕнче хулари аэропорт туллин ĕçлеме палăртать. Çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе те ятарлă мерăсем йышăнса хăварнă. Тĕп ăмăртусем «Олимпийский» стадионра иртеççĕ. Торжествăлла мероприятисем 2015 çулта çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти хĕрлĕ площадрье каçхине 20:00 сехетре пуçланĕç. Ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн, çĕнтерӳçĕсене çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче çак стадионрах наградăлама палăртса хунă. Чăваш Республикин спорт министрĕ хăйĕн докладĕнче вĕсен министерстви  Шалти ĕçсен министерствипе пĕрле вĕсен службисем яваплă ĕçсене пĕтĕмпех йĕркелесе çитернине каланă. Пĕр сăмахпа каласан, пур ĕçе те туллин пурнăçланине асăннă. Çул-йĕрсемпе çыхăннă ыйтусем çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствинче тăрăшакан Валерий Жуковец хăйĕн сăмахĕнче палăртнă пысăк мероприяти вăхăтĕнче вĕсен службин ĕçченĕсем пур те тенĕ пек йĕркене пăсассинчен сыхă тăма палăртнине каланă. Кун валли ятарлă ĕçсем те сотрудниксемпе йĕркелесе ирттернине асăннă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак çӳлерех асăннă пулăмра кашнин яваплăха туйса ĕçлемеллине, кăлтăксем пулмалла маррине çирĕп асăрхаттарса хăварнă. Тĕплĕнрех

 



29 мая 2015
17:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter