Элĕк районĕ: район хаçачĕ - çĕнтерÿçĕ

2015 çулхи март уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Информаци политики тата массăллă коммуникацисен министерстви массăллă информаци хатĕрĕсен социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен республикăри конкурсне ирттерессине пĕлтернĕччĕ. «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕ асăннă конкурса виçĕ проект хатĕрлесе тăратрĕ. «Пичет кăларăмĕсен социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ» номинацире «Çемье вучахĕ» проект çĕнтернĕ. Ăна пурнăçа кĕртсе район хаçачĕн страницисенче чылай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан, нумай ачаллă, хăйсен хÿттине тăлăхсене илнĕ çемьесем çинчен материалсем хатĕрлĕпĕр. Çавăн пекех тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнса çÿрекенсене те куçран вĕçертмĕпĕр.



04 мая 2015
10:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter