Вăрçă паттăрĕсем çинчен малашне те çырăпăр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине анлăн паллă тума пирĕнтен кашниех хатĕрленет. Ача сачĕсенче те, шкулсенче те акцисемпе конкурссем иртеççĕ, организацисемпе предприятисенче хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Акцисен шутне паянхи кун татăклăн шутласа та пĕлеймĕн. Тата, кирлех-ши; Вĕсене пурне те пĕр тĕллев пĕрлештерет. Çĕнтерÿçĕ салтака паянхи тăнăç пурнăçшăн тав тăвасси, вĕсен тĕслĕхĕпе çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси.

Çулсем иртеççĕ пулин те эпир тепĕр хутчен тĕксĕмленме ĕлкĕрнĕ сăн ÿкерчĕксене кăларатпăр, сарăхса тĕпренме пуçланă фронтран янă çырусене асăрханса вулатпăр. Вĕсене яланлăхах çухатасран электронлă мелсемпе усă курса «çĕнететпĕр». Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă кашни япала пирĕншĕн хаклă. Çапла пулмалла та. Аслисемпе пĕрле кĕçĕннисем те «кÿлĕннĕ» çак пархатарлă ĕçе. «Вилĕмсĕр полк» акци валли, тĕслĕхрен, сăн ÿкерчĕксем хатĕрлетпĕр. Хăш чухне музей, архив таранах çитетпĕр.

Кашни çемьен хăйĕн паттăрĕ пур. Ун çинчен пурне те каласа парас килет. Редакци почтинче те кун йышши çырусем чылай пухăнчĕç. Ятарлă рубрика тата уйрăм страница уйăртăмăр пулин те вĕсен йышĕ чакмасть. Ку пире савăнтарать. Авторсене вара пирĕнпе çыхăну тытма кăмăл тунишĕн тав тăватпăр. Майăн 9-мĕшĕ тĕлне пур материала та пичетлеме ĕлкĕреймесен те çулталăк вĕçлениччен ку темăна куçран вĕçертмĕпĕр. Эпир ветерансем çинчен юбилей çулĕсенче кăна мар, яланах çырма хатĕр. Тивĕç те. (Элĕк районĕ)

 



04 мая 2015
10:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter