Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе медицинăра вăй хунисемпе тĕл пулнă

Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Врачсен пĕлĕвне ӳстерекен институт" патшалăхăн хушма професси пĕлĕвĕ паракан вĕренӳ учрежденийĕн медицина ĕçченĕсемпе – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Палăртнă мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хутшăннă. Михаил Игнатьев мĕнпур пухăннă ветерансене çывхарса килекен паллă уявпа – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламланă. Çак паллă пулăма хатĕрленсе республикăри хуласемпе районсенче 1126 асăну палăкне тирпейлесе илем кĕртнине асăннă. «Эсир шкулсенче вĕренекенсемпе, студентсемпе тĕл пулни - чăннипех те пысăк пархатар. Çĕнтерĕвĕн тумхахлă çулĕсем пирки, хăвăрăн паттăрла ĕçсем çинчен каласа кăтартни вĕсемшĕн темĕн пекех паха. Чăваш Енри халăх харсăр тăшмана çапса аркатнă тӳпи пире пурсăмăра та мăнаçлантарать. Тăнăç пурнăçа упраса хăварассишĕн кашни салтак хăйне шеллемесĕр тăшмана хирĕç кĕрешнĕ», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ.   Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, медицина службинчи сумлă ватă, республикăра психиатри больницинче вăй хунă Нина Люкшинова хăйĕн сăмахĕнче вăрçăн йывăр çулĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. «Пур çынсемпе те пĕр тан медицина ĕçченĕсем тăшмана хирĕç кĕрешме пĕр рете тăнă. Çынсен пурнăçне çăлса хăварассишĕн тăрăшнă. Медицина пулăшăвĕсемпе вăхăтра туллин тивĕçтернĕ. Эпир, пурсăмăр та Çĕнтерĕве шаннă», - тенĕ Нина Люкшинова.  Вăл Чăваш Ен Пуçлăхне, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине ветерансене тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтернĕшĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсене каланă.  «Медицина музейĕ» пуçаруçи, наукăпа техника облаçĕнчи Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ наука деятелĕ, медицина наукин докторĕ, профессор Григорий Алексеев музей ĕçне епле йĕркелесе яни çинчен каласа кăтартнă, çитес вăхăтра музей çĕнĕ уйрăмсемпе туласси пирки пĕлтернĕ. Хулари тĕп больницăн врач травматолог-ортопедисчĕ, çар радиотелеграфисчĕ, вăрçă ветеранĕ Михаил Сорокин пухăннă хăнасене çывхарса килекен Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламланă. «Эпир,  тĕнчери тăнăçлăха, çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă, килес ăрусемшĕн ирĕклĕ пурнăç çĕнсе илнĕ», - тенĕ вăл. Чăваш Енрен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине медицина ĕçченĕсем 1,5 пин çын тухса кайнă. Вăл вăхăтра Чăваш Енре 15 эвакогоспиталь яланах усă курăнаканнисем тата 3 куçса çӳрекен ятарлă  эвакогоспиталь йĕркеленĕ пулнă. Шупашкарти Çеçпĕл урамĕнчи 27 çуртра 3057№-лĕ эвакогоспиталь вырнаçнă. Ăна 1941 çулта утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче хута янă. Планпа килĕшӳллĕн пурĕ суранланнисем валли 350 койка вырнаçтарнă, анчах та йывăр аманнисем нумай пулнине кура, 400 яхăн çын та  вырнаçтарма тивнĕ. Сиплев учрежденийĕнче 13 врач, 29 медсестра ĕçленĕ. Виçĕ çул хушшинче пурĕ 5707 çын сипленнĕ, вĕсенчен суранланнисем – 4805, чирлисем – 902 çын  пулнă. Халĕ çак çуртра "Врачсен пĕлĕвне ӳстерекен институт" патшалăхăн хушма професси пĕлĕвĕ паракан вĕренӳ учрежденийĕ вырнаçнă.  Тĕплĕнрех



06 мая 2015
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter