Шупашкарти «Çĕнтерӳ» Асăну комплексĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ача-пăча пултарулăхĕн «Çĕнтерĕвĕн уçă сассисем» ятлă фестивале хутшăннă

Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарти «Çĕнтерӳ» Асăну комплексĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ача-пăча пултарулăхĕн «Çĕнтерĕвĕн уçă сассисем» ятлă фестивале хутшăннă. Мероприятинче унпа пĕрле Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă. Республика Пуçлăхĕ фестиваль хăнисене çывхарса килекен паллă пулăмпа - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа саламланă, çу уйăхĕнчи уявсем кашнин чĕринче мăнаçлăх çуратнине, халӑхӑн виҫесӗр паттӑрлӑхӗпе хастарлӑхне, пысӑк хӑ­ю­­лӑ­­хӗ­пе ҫирӗп чун хавалне тата вĕсем Тӑван ҫӗршыва хӗрӳллӗн юратнине витӗмлӗн сӑнарла­кан ҫутӑран та ҫу­тӑ символ пулса тӑнине каланă. Парада хутшăннисен тум-тирне Михаил Игнатьев пысăк хак панă, вăрçă хирĕнчи салтаксен çи-пуçне сăнарлакан пай пулнине палăртнă. Ашшĕ-амăшне хăйсен ачисене Тăван çĕршыва чунтан парăнса юратса пурăнма вĕрентнĕшĕн чĕререн тав тунă. «Çамрăк ăрăвăн, шкулта вĕренекенсен, студентсен вӑрҫӑ ге­ройӗсен пат­тӑрла ӗҫӗ­сем  çинчен,  хӑюлӑхпа тӳсӗмлӗхне, Тӑван ҫӗршыва чунтан па­рӑн­са тӑнин тӗслӗхне çирĕп асра тытмалла. Ун чухне вĕсем тăван çĕре, çĕршыва, ашшĕ-амăшне, аслисене тата та ытларах хисеплеме пуçлĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев. Парад иртнĕ хыççăн республика Пуçлăхĕ «Çĕнтерӳ   сиренĕ»  пĕтĕм тĕнчипе ирттерекен акцине хутшăнса йывăç-тĕмĕсем лартнă, кадетсен балне пăхса киленнĕ. «Çĕнтерĕвĕн уçă сассисем» фестиваль иртнĕ май, Шупашкарта çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Çĕнтерӳ паркĕнче Ĕмĕрлĕх вут-çулăм патне чĕрĕ чечек çыххи хунă. Çакăн пекех республикăра «Вăрçă çинчен çитмĕл юрă» фестиваль те старт илнĕ. Тĕплĕнрех

 



06 мая 2015
16:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter