Ĕçлĕ визитпа

Районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа К.Маркс ячĕллĕ хуçалăха çитсе курнă.

Ку ял хуçалăх предприятийĕнче сĕтрен ытларах тупăш кураççĕ. Тăватă уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 1644 кг сĕт туса илнĕ. Сăвакан ĕнесем 295 пуç.

Çураки ĕçĕсем кунта та анлă сарăлнă. Валерий Шумилов ертсе пыракан хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 555 га йышăнĕç. Агрегатсем уйра пĕр тикĕс ĕçлеççĕ. Минераллă удобренисене тата çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ кÿрсе тухнă, техника тĕрĕслев витĕр кăлтăксăр тухнă.

Юрий Попов çавăн пекех Вăрнарти ача сачĕн строительство объектĕнче пулса ĕçе хăвăртлатма асăрхаттарнă. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава Вăрнарти чиркÿре ирттернĕ уяв службине хутшăннă.



06 мая 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter