Патăрьел районĕ: çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ

Пăлапуç Пашьел шкулĕн   вĕренекенĕсем  Литература çулталăкне халалланă район, республика,  Раççей шайĕнчи чылай конкурсра палăрма ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Апрель уйăхĕнче Вĕрентÿ министерствипе «Эткер» центр ирттернĕ «Çĕр çинчи тăнăç пурнăçшăн» патриот сăввисен конкурсне пирĕн районтан виçĕ ача хутшăнчĕ. Пирĕн шкулти 10 класра вĕренекен Люба Мешкова вара  унта «Сан пилÿ упрать, аннеçĕм» сăввипе  3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

9 класра пĕлÿ пухакан Даша Иванова вара халĕ çеç Чăваш Республикин вĕренÿ министерствин Шупашкарти механика технологийĕн техникумĕ тата «Тантăш» хаçат редакцийĕ ирттернĕ «Рабочи профессийĕ ялан хисепре!» республика конкурсĕн призерĕ (2-мĕш вырăн) пулса тăчĕ.

Конкурс тĕллевĕсем çавнашкалччĕ: рабочи профессийĕ пирки вĕренекенсен пĕлĕвне анлăлатасси; техника енĕпе ĕçлекен специалистсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки халăха каласа парасси; ачасемпе çамрăксенче рабочи профессине суйлас кăмăла чĕртесси; суйласа илнĕ професси вăрттăнлăхĕсене алла илес ĕçре ырă витĕм кÿресси, вĕренекенсен чăвашла литература хайлавĕсем çырас ăсталăхне туптасси.

Конкурс виçĕ номинаципе иртрĕ. Даша  «Ĕç çынна илем кÿрет» номинацие суйласа илчĕ. Кунта çыру ĕçĕ хайламаллаччĕ. Хăйĕн ашшĕн кун-çулне йĕрлерĕ хĕрача. Николай Кириллович тракторист та пулнă, столяр ĕçне те алла илнĕ. Маттур хĕрача хăй те аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн пурăнан пурнăçра кирлĕ пулĕ тесе пĕр-пĕр ĕç профессине те алла илесшĕн. Пур çĕре те çитме ĕлкĕрекен Даша ахальтен мар ĕнтĕ кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать, Люба çак хисепе  пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче тивĕç пулнăччĕ.

    Любăпа Дашăна  пур çĕрте те ăнăçусем сунатпăр!



06 мая 2015
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter