Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Трактор завочĕсем» концерн президенчĕпе Михаил Болотинпа тĕл пулнă

 Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Трактор завочĕсем» концерн  президенчĕпе Михаил Болотинпа тата вице-президенчĕпе Альберт Баковпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче пуласлăхра предприятийĕн производствин калăпăшне ӳстересси пирки сӳтсе явнă. Çу уйăхĕн вĕçĕнче Внешэкономбанк Сăнав канашĕн ларăвне ирттерме палăртнă. Заводăн парăмĕсене реструктуризацилесси çинчен йышăну пулĕ. Йывăрлăхсене сирсе ярсан,  2015 çул вĕçне завод ĕç кăтартăвĕн çитĕнĕвне пĕлтĕрхи шая çитерме пултарĕ, малашне те тата та ӳсĕмсем туса пыма шантарать. Альберт Баков хăйĕн сăмахĕнче çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕнтерӳ парадĕнче вĕсен предприятийĕнче калăпланнă 40 единица çар техники тухасса пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех

 



06 мая 2015
17:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter