Тăвай район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче яланхи пекех лару иртнĕ

Тунтикун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче яланхи пекех лару иртрĕ.

Унта район администрацийĕн пайĕсен начальникĕсем, ĕç тăвакан органсен Тăвай енри уйрăмĕсен, организацисемпе предприятисен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ака уйăхĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, май уйăхĕнчи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.

Ку эрнере Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă мероприятисем татах пулаççĕ.

Çу уйăхĕн саккăрмĕшĕнче Тăвай сăрчĕ çинчи "Тыл ĕçченĕсене" стела умĕнче тĕлпулу йĕркелеççĕ.

Тепĕр кунне Тăвай ялĕнчи Мухтав Монуменчĕ умĕнче савăнăçлă митинг пулать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин районта çураки мĕнле пыни çинчен сăмах пуçарнă.

Паянхи куна 810 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырăн панă, 594 гектар çинчи кĕр тыррисене апатлантарнă, 1150 гектар çинче - кĕрхисене, 2200 гектар çинче нумай çул ỹсекен курăксене сỹреленĕ.

"Аль" спорткомплекс директорĕ Анатолий Кириллов, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов харпăр хăй коллективĕсенчи лару-тăрупа паллаштарнă.

Тăвай енри вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленес ĕçсем пы-раççĕ. Ачасен çуллахи канăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелессипе те тимлеççĕ. Ку енĕпе Çĕнĕ Пуянкасси, Тĕмер, Тăрмăш, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсем аван ĕçленине палăртмалла.

Тухса калаçакансен информацийĕсене шута илнĕ хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тĕрлĕ сĕнỹсем панă.



06 мая 2015
16:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter