Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи çыхăнупа информаци технологисен тытăмĕн аталанăвне халалланă çавра сĕтел мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ мероприятие хутшăннă

Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи çыхăнупа информаци технологисен тытăмĕн аталанăвне халалланă çавра сĕтел мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ мероприятие хутшăннă. Калаçăва пуçланă май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Пред­седателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов хăйĕн сăмахĕнче çĕршыври  IT аталанăвĕн шайне пăхас пулсассăн,  Чăваш Ен 1990 çултанпа малтисен ретĕнче тăнине асăннă, республикăра электронлă Правительствăна малтанласа пуçласа янине палăртнă. Республикӑра хальхи йышши информаци технологийӗсем ха­с­­­тарлӑн ӗҫе кӗнине, медиахутлӑх тухӑҫлӑн аталаннине, ҫӗнӗ радиостан­цисемпе телеканалсем уҫӑлнине палăртнă. Юлашки çулта Интернет пулăшăвĕпе усă куракансен хисепĕ икĕ хут ӳснĕ. Халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас, бизнеса эффективлă аталантарса пырас ĕçре çак пулăм пысăк витĕм кӳни никамшăн та вăрттăнлăх мар. И.Я. Яковлев  ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вăй хуракан информатика кафедрин доценчĕ, Чăваш Республикин информаци политикин министерстви çумĕнчи Общество канашӗн членĕ  Наталия Бакшаева республикăра информаци технологийĕн тытăмне аталантарас ыйту пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Вăл хăйĕн сăмахĕнче производство ĕçĕнче информаци технологийĕ пурнăçа кĕрсе пыни самай пулăшу кӳнине асăннă. Çак пулăмпа куллен усă куракансен хисепĕ  хăвăрт ӳссе пынине палăртнă. Наталия Бакшаева докладра Чăваш Енре IT-тытăм аталанăвĕн Стратегине йĕркелесе яма сĕнет, специалистсене хатĕрлеме пĕр пек килĕшӳллĕ программа йышăнма сӗнет. «Вымпел-Коммуникаци» АУП Шупашкарти филиалĕн директорĕ Владимир Данилов Чăваш Республикинче сотовăй çыхăну мĕнле аталанса пыни çинчен каласа кăтартнă. Хулара çĕнĕрен вăй илсе пыракан микрорайонсенче инфратытăм пур çĕртре те аталанман пирки çыхăну сооруженийĕсене вырнаçтарма йывăр пулнине палăртнă, вырăнти администрацисене объектсене вырнаçтарма ятарлă çĕр вырăнĕсене уйăрса хăварма ыйтнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăх пурнӑҫӗ ҫине информаципе коммуникаци технологийĕсен тытăмĕ тарăн витĕм кӳнине каланă, вӑл пурнăç шайне лайăхлатма май панине палăртнă. Асăннă ыйтăва татса парас ĕçре яланах влаç органĕсенче ӗҫлекенсем пулăшу кӳнине асăннă.  Пуçлăх çакăн пекех IT-индустри валли кирлĕ пек специалистсем хатĕрлеме чĕнсе каланă. «Чăваш Ен чаплă çĕр пурлăхĕпе пуян мар, республикăн пуянлăхĕ - ĕçчен те ырă çынсем. Пирĕн ăслă та пултаруллă, пысăк тавракурăмлă специалистсем хатĕрлес ыйту çине ытларах тимлĕх уйăрмалла. Унсăрăн регионăн экономикине малалла аталантарма хĕн», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, ĕçре хастарлăхпа палăрнисене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Информаци политикин министерствисен Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене парса чысланă. «Кейсистемс» ООО директор çумне Сергей Сергеева телекоммуникаципе информатизаци, çыхăну аталанăвне пысăк витĕм кӳнӗшĕн тата çывхарса килекен Радио кунĕ ячĕпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехет парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех

 



06 мая 2015
13:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter