Хăнăхнă çын радио итлет

Радио кунне халалласа Чăваш наци музейĕн конференцзалĕнче "Чăваш Республикинчи çыхăну отраслĕсемпе информаци технологийĕсене аталантарасси" темăпа "çавра сĕтел" иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. ИТ - информаци технологийĕсен - ыйтăвĕсемпе çыхăннă хĕрỹ калаçăва ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов ертсе пынă. "Радио кунĕ - мĕнпур çыхăну хатĕрĕсен уявĕ", - тенĕ Александр Степанович салам каланă май. Чăваш çĕрĕ çинче пĕрремĕш коммутатор 1908 çулта ĕçлесе кайнине, телевидени XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче аталанса кайнине аса илтернĕ.

Халь урăх самана - Интернетпа тĕрлĕ ИТ çĕнĕлĕхĕсен ĕмĕрĕ. Шăпах çакăн çинчен пулнă та И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн информатикăпа шутлав техникин кафедрин доценчĕн Н.Бакшаеван доклачĕ. "Вымпел - Коммуникацисем" Шупашкар филиалĕн директорĕ В.Николаев Чăваш Республикинчи карас (сотовăй) çыхăнăвĕн аталанăвĕ пирки калаçнă май çивĕч ыйтусене те айккине тăратса хăварман.

Радио кунне халалланă "çавра сĕтеле" пĕтĕмлетнĕ май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хускатнă пур ыйтăва та пĕтĕçтерме, витĕмлĕхне палăртса тивĕçлĕ çĕре çитерме сĕннĕ. "Ыйтăвĕ пулсан - хуравĕ пулатех. Радио итлеме хăнăхнă çын ĕмĕрĕпех радио итлет", - тенĕ вăл. Мероприяти вĕçленес умĕн тỹрĕ кăмăлпа, нумай çул çак отрасльте ĕçлекенсене Раççей Федерацийĕн Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин, ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă.



Вăрмар районĕн хаçачĕ
06 мая 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter