Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Радио кунӗ ячӗпе саламлани

Ҫыхӑнупа электронлӑ массӑллӑ информаци отраслӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 

Радио кунӗ ячӗпе чунтан саламланине йышӑнсамӑр!

Кӑҫал ҫак уяв хӑйӗн 70 ҫулхи юбилейне палӑртать. Ӑна Александр Попов радиоприемник шухӑшласа кӑларнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа тата ҫы­хӑнупа радио ӗҫченӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартма питех те пы­сӑк тӳ­пе хывнине шута илсе йӗркеленӗ.

Ҫыхӑну хатӗрӗсемпе электронлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсем Чӑваш Енӗн политика, экономика тата культура пурнӑҫӗнче пысӑк пӗлте­рӗшлӗ вы­рӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ.

Паян республикӑра хальхи йышши информаци технологийӗсем ха­с­­­тарлӑн ӗҫе кӗреҫҫӗ, медиахутлӑх тухӑҫлӑн аталанать, ҫӗнӗ радиостан­цисемпе телеканалсем уҫӑлаҫҫӗ. Ҫакӑ пурте ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхлӑ пы­сӑк йы­ш­лӑ специалистсен пӗрлехи ӗҫӗн, пурнӑҫра вӗсем яланах ҫӗ­нӗ идейӑ­семпе йышӑнусене мала хунин витӗмлӗ кӑтартӑвӗ.

Чи ҫывӑх ҫулсенче Чӑваш Енре «циф­рӑллӑ танмарлӑха» пӗтерес тӗ­­­лӗшпе пурнӑҫлакан ӗҫ малалла тӑсӑлӗ. Халӑх пурӑнакан мӗнпур вы­рӑнтах унти ҫынсем валли информацин тӗрлӗ ҫӑлкуҫӗпе тата пахалӑхлӑ ҫыхӑну пулӑшӑвӗпе усӑ курмалли пӗр тан лайӑх майсем йӗркеленмелле.

Ҫыхӑну отраслӗн тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗ­сем­пе ветеранӗсене ырми-канми тата хавхалануллӑ ӗҫӗшӗн, суйласа илнӗ профессие парӑннӑшӑн чунтан тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, пултарулӑхра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

                                                                              

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                  М. Игнатьев 



07 мая 2015
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter