Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Валентин Шурчановпа тĕл пулнă

 Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Валентин Шурчановпа тĕл пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче кăçалхи çул çу уйăхĕн 12-15-мĕш кунĕсенче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче Чăваш Республикин кунĕсене ирттерессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Валентин Шурчанова çывхарса килекен паллă пулăмпа – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа саламланă май, çак уяв çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «Çĕнтерӳ кунĕ – пĕтĕм халăха пĕрлештерекен уяв. Çĕнтерӳ пирĕн халăхăн калама çук пысăк çитĕнĕвĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Республикăна килсе çитнĕ хăна Михаил Игнатьева хăйне те çывхарса килекен Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламланă. Тĕплĕнрех



07 мая 2015
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter