Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тунă Çĕнтерӳ нихăçан та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмĕ»

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тĕл пулнă. Мероприятине Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ пулăм – чи çутă та ĕмĕрлĕхе асра юлмалли, халăха пĕрлештерекен кун пулнине асăннă Михаил Игнатьев. «Пирĕн халăхăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тунă Çĕнтерӳ нихăçан та асран тухмĕ, унăн историлле пысăк пĕлтерĕшĕ манăçмĕ. Эсир хамăрăн çĕре калама çук пысăк паттăрла ĕçсем туса тăшман тыткăнĕнчен хăтарнă. Кун çинчен час-часах çитĕнекен ăрăва каласа памалла. Çак историлле пулăма пирĕн ачасен, мăнукăмăрсен яланах асра тытмалла. Эсир хăвăр куçпа курнă вăрçăн тумхахлă çулĕсем çинчен çитĕнекен çамрăксене час-часах каласа тăратăр, асаилӳсем çинчен пĕлтерсе пыратăр. Сирĕн паттăрла ĕçсем çитĕнекен яш-кĕрĕме мăнаçланма, тăван тăрăха, çĕршыва ытларах юратма хавхалантарса пыраççĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ.   Пирӗн республикӑра Тӑван ҫӗр­шывӑн Аслӑ вӑрҫине халал­ла­нӑ асӑну вы­рӑн­ӗ­семпе сооруженийӗсем, ҫав шутра обелисксемпе мемориалсем, па­лӑксемпе стелӑсем, асӑ­ну паллисем сахал мар. Ҫӗршывӑмӑрӑн ирӗк­­лӗхӗпе ни­­кама пӑ­хӑн­ман­лӑ­хӗшӗн хӑйсен пур­нӑҫ­не панӑ паттӑрсен па­лӑ­кӗ­сене пурне те юсаса ҫӗ­не­тнĕ. Çак ĕçе  мӗнпур халăх хастар хутшăннă. Калăпăр, ыран Каçал енре тата тепĕр палăк уçăлать. «Çитĕнекен ăру пирĕн ĕçсемшĕн ан пăшăрханччăр тесе, республикăри тăнăçлăха упраса хăварассишĕн, экономикăна лайăх аталантарассишĕн,  эпир малашне те тăрăшса ĕçлĕпĕр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Сумлă ветерансене ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул суннă. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева ветерансем хăйсем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă, малашне те ăна ăнăçлă ĕçлесе пыма сĕннĕ. Республика Пуçлăхĕ пухăннă ветерансене юбилей медальне парса хисеп тунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа кăларнă сумлă асăну паллисемпе организацисен ертӳçисене ветерансен ыйтăвĕсене татса парас ĕçре витĕм кӳнĕшĕн ырласа парнесемпе чысланă.  «Çĕнтерӳ сиренĕ» акци республикăра иртнĕ май, хăнасемпе пĕрле Чăваш Ен Пуçлăхĕ йывăç-тĕмсем лартнă. Çак кун Михаил Игнатьев центр çумĕнчи музей ĕçĕпе те кăсăкланнă. Кунта пĕтĕмпех чăвашсен йăли-йĕркипе çыхăннă хатĕрсенчен курав хатĕрленĕ. Вăрçăн тумхахлă çулĕсем çинчен те асăну паллисем сахал мар вырнаçтарнă. Астăвăм кĕнекине пуçарса янă. Альбомра пĕтĕмпех вăрçă ветеранĕсем çинчен асаилӳсем çырăнĕç. Музейре «Чăваш çăлтăрĕ» ятарлă курав та тăратнă, ăна СССР летчик-космонавта А.Г. Николаева халалланă. Тĕплĕнрех



07 мая 2015
16:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter