Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар халăхĕпе пĕрле «Çĕнтерӳ кунĕ» юрра шăрантарнă

 Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕнтерӳ кунĕ» пĕтĕм Раççейĕпе иртекен акцине хутшăннă. Шупашкарта «Çĕнтерӳ кунĕ» пурте пĕлекен юрра Республика площадĕнче халăхпа пĕрле юрланă. Çак кун мероприятисене пĕтĕм Раççейĕпе йĕркелесе ирттернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак юрă Çĕнтерĕвĕн гимнĕ пулса тăнине асăннă.  Вăл юрăри сăмахсене чăнласах тăшмана çĕнтернисене халалланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ветерансене, тыл ĕçченĕсене калама çук пысăк тӳпе хывнăшăн, çĕршыва хаяр тăшман аллинчен хăтарнăшăн чĕререн тав тунă. «Тайма пуç сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене. Ветерансене ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас, ҫамрӑксен чу­нӗнче хамӑрӑн ҫӗршывпа мӑнаҫланас туйӑма ҫирӗплетес тата унӑн шӑпишӗн явап­лӑ пулнине ӑша хыв­ма пулӑшас тӗлӗшпе тӑвакан пархатарлӑ ӗҫшӗн чӗре­рен тав тӑ­ва­тӑп. Пи­рӗн ҫам­рӑк­сем ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне тивӗҫлӗ пулса ҫитӗнесси, вӗсемшӗн вӑрҫӑ ге­ройӗсен пат­тӑрла ӗҫӗ­сем яланах хӑюлӑхпа тӳсӗмлӗх, Тӑван ҫӗршыва чунтан па­рӑн­са тӑнин тӗслӗхӗ пуласси пирки пӗрре те иккӗленместӗп», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.  Пирĕн мăнуксен вăрçăн чăнлăхĕ çинчен тарăн пĕлмелле, ăна нихăçан та манмалла мар. «Çĕнтерӳ кунĕ»  флэшмоб пуçласа 2014 çулта Дон çинчи Ростовра иртнĕ. Студентсем Гагарин площадĕнче пурте пухăнса паллă юрăна хар тăрса юрланă. Ун чухне мероприятине 9,5 пин çын хутшăннă. Кăçал çак акцине Пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Шупашкарта паллă пулăма ветерансем, ача хорĕсем, хулари мĕнпур халăх уява тухса савăнăçлăн çак «Çĕнтерӳ кунĕ» юрра юрланă. Уява килнисене хутран ăсталанă Раççей ялавĕ парнеленĕ, унтах гимн сăмахĕсене те асăнмалăх çырнă. Хыççăн тепĕр мероприяти «Çĕнтерӳ вальсĕ» акци пуçланнă. Уява «Студлайв» вокал студи,  «Раздолица» халăх ансамблĕ тата «Синяя птица» эстрада ташшисен халăх ансамблĕ хутшăннă. Тĕплĕнрех



07 мая 2015
12:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter