Каçал ен районĕ: çур акине тухнă

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсем, колхозсемпе фермер хуçалăхĕсем çур акине тухрĕç.

Майăн 4-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем çурхи культурăсене 2131 гектар çинче акнă. Ку енĕпе уйрăмах "Слава картофелю" агрофирма, "Урожай", "Искра" колхозсем, "Труд", "Рассвет", "Восток", "Дружба", "Победа", "Слава" ЯХПК-сем маттур ĕçлеççĕ. Ытти хуçалăхсем те вĕсенчен юлмаççĕ, çине тăрсах тăрăшаççĕ. Вăрлăхлăх çĕр улмин 3006 тоннине яровизациленĕ, 1320 тонна çурхи тĕш-тырă культурисен вăрлăхне имçамланă, нумай çул ỹсекен курăксен 720 гектарне апатлантарнă.

Ĕçсем вăй илсех пыраççĕ, çанталăк аван тăрсассăн çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçлемелле.



07 мая 2015
10:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter