Тăвай районĕ: пулас тухăçшăн

"Çураки - ан çывăр" тенине ăша хывса Андрей Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕ майăн пуçламăш кунĕсенчех - çĕр пулса çитнĕ-çитмен пуçăннă тырă акма. Чылай çул çĕр ĕçлесе пурăнакан çын çĕре ăнланмасăр тытăнмасть ĕнтĕ кунашкал яваплă ĕçе. Ахаль те каяраха юлчĕç кăçал çурхи уй-хир ĕçĕсем. Çавăнпа тăпрари нỹрĕкшĕн, пулас тухăçшăн кашни кун, кашни сехет хаклине лайăх пĕлеççĕ çĕр ĕçлекенсем.

Сăмах майăн каласан, агроном ĕçĕсене туса пулăшакан та пур кăçал хресчен фермер хуçалăхĕн, вăл - унччен Тушкилте агрономра ăнăçлă ĕçленĕ Анатолий Витальевич Тихонов. Андрей Николаевичăн Чăваш ял хуçалăх академийĕнче пĕрремĕш курсра вĕренекен ывăлĕ Владислав та пĕрлеччĕ. Асли те, Григорий, Чăваш патшалăх университетĕнче юридика факультетĕнче юлашки курсра вĕренекенскер, çулленех пулăшать хĕрỹ уй-хир ĕçĕсенче. Акнă çĕрте çавăн пекех Владимир Борисов тракторист, Виталий Павлов, Владимир Ахилле водительпе сеяльщиксем тăрăшаççĕ. Малтан хупă пĕрчĕллĕ культура - урпа акма тытăннă. Пĕр вăхăт сеялка "кутăнланса" та илнĕ. Анчах Андрей Николаевич хăвăрт çеç юрăхлă запас пай тупса килсен, йышпа кал-кал йĕркелесе ячĕç сеялкăна. Урпана пĕр вăхăтрах аммиак селитри парса акаççĕ. Çапла майпа майăн 5-мĕшĕ тĕлне 100 гектар акнă та. Çĕрне Алексей Игнатьев, Александр Васильев, Алексей Михайлов трактористсем МТЗ, Т-150 тракторсемпе тата йывăр культиваторсемпе ĕçлесе хатĕрлеççĕ.

А.Моряков хресчен фермер хуçалăхĕ урпасăр пуçне пĕр 300 гектар çурхи тулă та акма палăртнă. Вăрлăхĕ пур, аван.

-Çурхи тулла пĕтĕмпех вăрлăхпа пĕрле кăткăс удобрени парса акасшăн, - тет Андрей Николаевич.

Çавăн пекех хăй хальлĕн нумай çул ỹсекен курăксем те акма пăхнă.

Пилĕк гектар çĕр улми те пулĕ кăçал. Вăрлăхне кỹрсе килнĕ, пĕрремĕш репродукциллĕ. Çĕр улми валли кăткăс удобрени те хатĕрлесе хунă, ыттине те. Андрей Моряков - хуçалăх çынни, рынокçă. Тата канăçсăр чун-чĕреллĕ. Çаксем ĕçре пысăк пулăшу уншăн.



07 мая 2015
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter