Чăваш Республикин 2015 çулхи республика бюджечĕн тупăш пайĕ 3 млрд. 560 млн. тенкĕ ӳсет

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ.  Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» калакан саккун проектне пăхса тухса ырланă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çулăн республика бюджечĕн тупăш пайĕ 3 млрд. 560 млн. тенкĕ ӳсессине асăннă.  Çак палăртнă укçаран агропромышленноç комплексне 1 млрд. 385 млн. тенкĕ куçарма йышăннă. Вăл шутран ял территорийĕсене аталантарма 125,7 млн. тенкĕ йышăнса хăварнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тата Раççей Правительстви лартнă тĕллевпе килĕшӳллĕн, агропромышленоç комплексне пулăшу кӳресси приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăнине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăхне уйăрнă пулăшăва çĕр ĕçченĕсем патне вăхăтра илсе çитерме хушса хăварнă Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă политикăна аталантарма 622,6 млн., вĕренӳ тытăмне 445 млн. патнелле, спорта - 376 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. «Этническая Чувашия» комплекса вăй илтерсе яма 250 млн. тенкĕ уйăрнă. Канаш хулин инфратытăмне çĕнетсе ылмаштарма 285,1 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. «Федераци енчен хушма пулăшу çитрĕ, пирĕн хамăрăн та укçа-тенкĕ енчен пулăшу кӳмелле. Пурин те пĕр тĕллев - укçа-тенкĕпе пĕлсе эффективлă усă курасси», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăм пĕчĕкленсе пыни пурне те савăнтарать, 499 млн.тенкĕпе танлашать.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче республика бюджетне кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем хыççăн, 2015 çул бюджетăн тупăш пайĕ 36 млрд. 928 млн., тăкаксен пайĕ 40 млрд. 982 млн. тенкĕпе танлашнине асăннă. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем Чăваш Республикин «Чăваш Республикин пурне те тивĕçлĕ медицина страхованийĕн территори фончĕн 2015 çулхи тата планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен» саккун проектне те пăхса тухнă. Ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова тĕплĕн паллаштарнă.



08 мая 2015
17:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter