Фронтпа тыл пĕрлĕхĕнче

Тискер вăрçă пырса тĕкĕнмен çурт е çемье пирĕн тăрăхра çук. Фронтра пуç хунисемпе хыпарсăр çухалнисем виçĕ Явăшран 219-ăн шутланаççĕ. Мăн Явăшран – 114 ăн, Уйкас Явăшран – 42-ĕн, Çăкаллă Явăшран – 55-ĕн, Талхиртен – 8-ăн. Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ Федор Иванович Ашмаров Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Тăшманпа çапăçса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн наградăсене тивĕçнисен списокĕ шкулти музейра упранать.

Çапăçу хирĕнчен сусăрланса таврăннисем çут тĕнчерен хăвăрт уйрăлса пыраççĕ. Чĕррисенчен пĕри çеç – Çăкаллă Явăшри Алексей Терентьевич Терентьев тăрса юлчĕ. Тăхăр теçетке урлă каçнă ветерана çак кунсенче Аслă Çĕнтерÿ юбилейне халалланă медальпе чыс турĕç.

Çĕнтерÿшĕн тылра выçăллă-тутăллă, талăкĕ-талăкĕпе тар юхтарса ĕçленисем те сахалланчĕç. Хăшĕсен пурнăç шăпи ытла та кăсăклă. Иван Алексеевич Алексеевах илер. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех тракторист пулма ĕмĕтленнĕ. Нурăсри машинăпа трактор станцийĕ çумĕнче йĕркеленĕ курсра тракторист специальноçне алла илнĕ. Хĕсметре тăнă хыççăн – трактор çине ларнă, колхоз çĕрĕсене сухаланă, тырă акнă, вырнă. 50 çул ытла, ватлăхри канăва тухичченех, трактор рульне алăран вĕçертмен. Ăна та çак кунсенче юбилей медалĕпе наградăларĕç.

Мăн Явăшри Зоя Михайлова кăкрине те Çĕнтерÿ медалĕ илем кÿме тытăнчĕ. Вăл çур ĕмĕр ытла выльăх-чĕрлĕх ферминче вăй хунă. Сысна самăртассипе, çурасем илессипе районта кăна мар, республикипех чапа тухнă, çитĕнÿсемшĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.(Вăрнар районĕ)



08 мая 2015
10:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter